Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Андрей атте – «Çулталăк спортсменӗ» преми лауреачӗ

(Ирина Кузьмина. А.Зиньков архивӗнчи сăнӳкерчӗк). Элкел район центрӗнчи, Пасарлă Матак ялӗнчи Пресветая Троица храмăн настоятелӗ Андрей (Зиньков) протоиерей пачăшкă кăна мар, воспитатель те. Вăл нумай çул çамрăк ăрăва сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарса патриотизм воспитанийӗ парас ӗçе илсе пырать. Кунта «Патриот» клуб йӗркелесе çамрăксене сетокан карате спортне хăнăхтарать. Тренерӗ те хăйех....

(Ирина Кузьмина. А.Зиньков архивӗнчи сăнӳкерчӗк). Элкел район центрӗнчи, Пасарлă Матак ялӗнчи Пресветая Троица храмăн настоятелӗ Андрей (Зиньков) протоиерей пачăшкă кăна мар, воспитатель те. Вăл нумай çул çамрăк ăрăва сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарса патриотизм воспитанийӗ парас ӗçе илсе пырать. Кунта «Патриот» клуб йӗркелесе çамрăксене сетокан карате спортне хăнăхтарать. Тренерӗ те хăйех.

Хальхи вăхăтра клуба тӗрлӗ ӳсӗмри 50 ытла çын çӳрет. Чи пултаруллисем Раççей, Федерацин Атăлçи округӗнчи ăмăртусенчен çӗнтерӳсемпе таврăнаççӗ. Андрей аттен хӗрӗ Екатерина Зинькова, тӗслӗхрен, сетокан каратепе Атăлçи тăрăхӗн виçӗ хутчен чемпионӗ пулнă.

Ырă ӗç çӗре ӳксе çухалмасть, Андрей атте тӗне тата Тăван çӗршыва мӗнлепарăннине, юратнине кулленхи ӗçӗпе кăтартать. Унăн ӗçне тинех республика та асăрхарӗ. Физкультурăпа спорта аталантарма пысăк тӳпе хывнăшăн ăна çак кунсенче ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министерствинче палăртрӗç. Андрей атте «Çулталăк спортсменӗ - 2017» çулленхи премин «Хăйӗн тӗслӗхӗпе» номинацийӗнче çӗнтерчӗ.

Андрей аттене çак ятпа эпир те хамăрăн вулаканăмăрсен ятӗнчен саламлатпăр! Малашне тата пысăкрах çитӗнӳсем тума çирӗп сывлăх тата çитӗнӳ сунатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев