Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Чăваш Брочӗ республикăн чи таса ял хутлăхӗ

( Ирина Кузьмина) ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви çак кунсенче «Таса çыран» тата «Тутарстан çăлкуçӗсем» республика конкурсне пӗтӗмлетрӗ. Конкурса Экологи çулталăкне халалланăччӗ. «Тутарстанăн чи лайăх ял хутлăхӗ» номинацире вара кăçал Элкел районӗнчи Чăваш Брод ял хутлăхӗ çӗнтернӗ. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Ирина Мамбетова каланă тăрăх, вӗсем кăçал çуркуннерен пуçласа кӗркуннечченех ял...

( Ирина Кузьмина) ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви çак кунсенче «Таса çыран» тата «Тутарстан çăлкуçӗсем» республика конкурсне пӗтӗмлетрӗ. Конкурса Экологи çулталăкне халалланăччӗ. «Тутарстанăн чи лайăх ял хутлăхӗ» номинацире вара кăçал Элкел районӗнчи Чăваш Брод ял хутлăхӗ çӗнтернӗ. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Ирина Мамбетова каланă тăрăх, вӗсем кăçал çуркуннерен пуçласа кӗркуннечченех ял хутлăхӗн территорийӗнчи Кӗçӗн Çарăмсан юханшыв çыранӗсене тата кӳлӗсемпе çăлсене тасатнă. Çак ӗçе шкул ачисем те, ял çыннисем те хутшăнмасăр юлман. Кунсăр пуçне ял çыннисем кил-çурт таврашне тирпейлӗ тытассипе те пӗр асăрхаттару та илмен. Шел те, ял хутлăхӗн ячӗ чăвашпа çыхăннă пулсан та, кунта ытларах тутарсем пурăнаççӗ иккен. Ял хутлăхне кӗрекен 4 ялта пурăнакан 1128 çынран пурӗ те 32-шӗ кăна чăваш. Апла пулин те пирӗн йăхташсем те конкурса хастар хутшăнса ял хутлăхне çӗнтерме пулăшнă. Çӗнтерӳçсене тунтикун район администраци пуçлăхӗ А.Никошин саламланă. (Сăнӳкерчӗк Элкел район сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев