Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Cиктӗрмесем «Çулталăк хӗрарăмӗ» конкурсра

Ӗнер, мартăн 5-мӗшӗнче, Хусанти С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче «Çулталăк хӗрарăмӗ, Çулталăк арçынни: хӗрарăм куçӗпе» республика конкурсӗнче çӗнтернисене чысларӗç. Кăçал конкурса 10 номинацире пурӗ 700 конкурсант хутшăнчӗ. Çӗнтерӳçӗсене конкурсăн район, унтан зона тапхăрӗсенче суйласа палăртрӗç. Чи малтан «Хӗрарăм-анне» номинацире çӗнтернӗ тăватă конкурсанта чысларӗç. Вӗсем пурте ача амăш-героиньăсем. Ку номинацин çӗнтерӳçисен...

Ӗнер, мартăн 5-мӗшӗнче, Хусанти С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче «Çулталăк хӗрарăмӗ, Çулталăк арçынни: хӗрарăм куçӗпе» республика конкурсӗнче çӗнтернисене чысларӗç. Кăçал конкурса 10 номинацире пурӗ 700 конкурсант хутшăнчӗ. Çӗнтерӳçӗсене конкурсăн район, унтан зона тапхăрӗсенче суйласа палăртрӗç.

Чи малтан «Хӗрарăм-анне» номинацире çӗнтернӗ тăватă конкурсанта чысларӗç. Вӗсем пурте ача амăш-героиньăсем. Ку номинацин çӗнтерӳçисен йышӗнче Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗнчи 10 ача амăшне Раиса Кузьминична Кваковăна та курма ӗмӗтленнӗччӗ те, шел, хальхинче Çарăмсан чăвашӗсене ăнмарӗ пулмалла. Республика чăвашӗсем ку номинацире кăна мар, ытти номинацире те мала тухни палăрмарӗ.

Çӗнтерӳçӗсене ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев, Профсоюзсен федерацийӗн председателӗ Татьяна Водопьянова, «Тутарстан хӗрарăмӗсем» обществăлла организацин председателӗ Зиля Валеева тата паллă киноçăлтăр Михаил Пореченков саламларӗç.

Çапах та номинацисенче мала тухнисене кăна мар, конкурса хутшăннă хăш-пӗр конкурсанткăсене те чысларӗç çав кун. Вӗсенчен пӗри Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай Культура çурчӗн ертӳçи Татьяна Теличко (сăнӳкерчӗкре сылтăмран сулахаялла иккӗмӗш) пулчӗ. Татьяна Николаевна «Хӗрарăм - культура, ăс-хакăл» номинацие хутшăнса зона тапхăрне тухнăччӗ.

Т.Теличко нумай çул ӗнтӗ культура сферинче тăрăшать, кунти ачасен ташă ушкăнне ертсе пырать. Хальхи вăхăтра та культура ӗçченӗсен пушă вăхăт çук. Элкел районӗнчи ял хутлăхӗсенчи Культура çурчӗсем пӗр-пӗрин патӗнче концертсем лартаççӗ-мӗн. Сиктӗрмесем те акă хальлӗхе Качаел, Садиково, Çӗнӗ Матак, Тепелкей Матак ялӗсенче концерт лартнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев