Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Элкелӗнче хӗрсем те хăйсене хӳтӗлееççӗ

(Ирина Кузьмина). Элкел район центрӗнчи, Пасарлă Матакри, «Патриот» спорт клубӗ нумай çул ăнăçлă ӗçлет ӗнтӗ. Унта çамрăк яш-кӗрӗм вăхăта усăллă ирттерсе сетокан карате спорчӗн хăнăхăвӗсене алла илет. Тренерӗ - вырăнти храмăн пачăшки Зиньков Андрей атте. Спорт клубне хальхи вăхăтра тӗрлӗ ӳсӗмри 50 çын çӳрет. Паллах, тӗрлӗ шайри ăмăртусене те хутшăнаççӗ....

(Ирина Кузьмина). Элкел район центрӗнчи, Пасарлă Матакри, «Патриот» спорт клубӗ нумай çул ăнăçлă ӗçлет ӗнтӗ. Унта çамрăк яш-кӗрӗм вăхăта усăллă ирттерсе сетокан карате спорчӗн хăнăхăвӗсене алла илет. Тренерӗ - вырăнти храмăн пачăшки Зиньков Андрей атте.

Спорт клубне хальхи вăхăтра тӗрлӗ ӳсӗмри 50 çын çӳрет. Паллах, тӗрлӗ шайри ăмăртусене те хутшăнаççӗ. Раççей, Федерацин Атăлçи округӗнчи ăмăртусенчен çӗнтерӳсемпе таврăнаççӗ. Андрей аттен хӗрӗ Екатерина Зинькова, тӗслӗхрен, сетокан каратепе Атăлçи тăрăхӗн виçӗ хутчен чемпионӗ пулнă.

«Патриорт» спорт клубăн çамрăк спортсменӗсене çак кунсенче иртнӗ районти учительсен августри ларăвне хутшăнма ятарласах чӗннӗ. Çамрăк спортсменсем: Екатерина Зинькова, Кристина Бухарова, Камиль Вафин тата Алмаз Шайхутдинов (сăнӳкерчӗкре) хăйсен кубок-медалӗсемсӗр пуçне учительсене карате ăсталăхне те кăтартнă. Спортри çитӗнӳ вăл диван çинче ларнипе пулмасть, «Патриот» клуб спортсменӗсен те акă тренировкисем кашни кун, хальхи вăхăтра вӗсем октябрь уйăхӗн варринче Анат Камăра, октябрь вӗçӗнче Хусанта иртекен ăмăртусене хатӗрленеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев