Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Пирӗншӗн тата та хаклăрах е Петӗр Хусанкая 110 çул

«Малтан сăмах пулнă», - çапла çырнă кӗнекесен кӗнекинче. Сăмахăн вăйӗ пысăк. Вăл хавхалантарать те, вăй та парать, çапса хуçма та пултарать, калаканнине кура çӗçӗ пек çивӗч те тӳрӗ, варкăш çил евӗр ачаш та çепӗç е кăнттам пулса тухать. Апла Турă хăш-пӗрне сăмах пултарулăхӗ парса уйрăммăн палăртать пулӗ. Çынсем патне тӗрӗслӗх,...

«Малтан сăмах пулнă», - çапла çырнă кӗнекесен кӗнекинче. Сăмахăн вăйӗ пысăк. Вăл хавхалантарать те, вăй та парать, çапса хуçма та пултарать, калаканнине кура çӗçӗ пек çивӗч те тӳрӗ, варкăш çил евӗр ачаш та çепӗç е кăнттам пулса тухать. Апла Турă хăш-пӗрне сăмах пултарулăхӗ парса уйрăммăн палăртать пулӗ. Çынсем патне тӗрӗслӗх, çутă, юрату, этемлӗхӗн чи кирлӗ хаклăлăхӗсене çитерччӗр тесе. Сăмахран вăйлăрах хӗç-пăшал та, эмел те çук ку тӗнчере. Шутласан, мӗн тери пысăк вăй панă Турри поэтсемпе писательсене.
Çакна эпир вӗсен вилӗмсӗр хайлавӗсенче куратпăр. Çулсен мăнăшӗпе витӗнсен те сăвăсемпе поэмăсен, романсемпе повеçсен хакӗ йӳнелмест, хакланса кăна пырать.

Январӗн 22-мӗшӗнче акă хамăрăн виçесӗр талантлă поэтăмăрăн Петӗр Хусанкайăн 110 çулхи юбилейне паллă туса ирттерсе ятăмăр. Пӗтӗм чăваш тӗнчишӗн вăл паллă кун пулчӗ. Петӗр Хусанкайăн чăваш литературинчи пӗлтерӗшӗ пысăк, сулмаклă йӗр хăварнă вăл хăй хыççăн. Турри, чăнах та, ăна пысăк талант панă. Кунта чи хакли - Хусанкай ăна пархатарлăн йышăнса хăй ӗмӗрӗ тăрш­шӗпех пурнăçласа пыни, чыслă та тӳрӗ кăмăлпа. Пире хăварнă тупрана нимпе виçсе хаклама çук. Унăн философилле, тарăн шухăшлă, çав вăхăтрах халăха çывăх сăнарлă сăввисем пурнăçри нумай япалана пирӗншӗн ăнланмалларах тăваççӗ, асăрхаманнине асăрхаттараççӗ, хакламаннине хисеплеме, чунтан юратма хистеççӗ.
Петӗр Хусанкайпа эпир, Тутарстан чă­вашӗсем, ытларах та мăнаçланатпăр ӗнтӗ. Ентеш пулнипе те, ытти çыравçăсем хушшинче уйрăммăн палăрса тăнипе те. Çак çӗр çинче çуралса ӳссе ăс-тăнӗпе çирӗпленнӗ, кăмăл-шухăшне туптанă. Сиктӗрмене халалланă сăввисем унăн пайтах. Паллах, пирӗншӗн унăн юбилейӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ. Тутарстанри чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче çак кун ăна халалланă мероприятисем йышлă иртрӗç. Тӗп мероприяти, ăнланмалла ӗнтӗ, Петӗр Хусанкайăн тăван ялӗнче, Элкел районӗнчи Кивӗ Хăрата ял хутлăхне кӗрекен Сиктӗрмере январӗн 22-мӗшӗнче иртрӗ. Юбилее халалланă мероприятисем Культура çуртӗнче вырнаçнă Хусанкайăн музейӗнче пуçланчӗç. Темиçе сехет хушшинче, паллах, поэтăмăрăн творчествине туллин уçса пама, ун пурнăçӗпе паллаштарма май çук. Çапах та унăн чăваш халăх пурнăçӗнчи, литературăри пӗлтерӗшӗ пирки калама çителӗклӗ пулчӗ.
Юбилей мероприятине халăх йышлă пуçтарăнчӗ. Хусантан та, Шупашкартан та пысăк делегацисем килсе çитнӗччӗ. Сиктӗрме çав кун нумай чаплă çынна йышăнчӗ, вӗсен хушшинче паллă сăвăçсемпе литература тата искусство ӗçченӗсем, эстрада юрăçисем пулчӗç. Мероприятие ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗн министрӗ Константин Яковлев, ТР культура министрӗн çумӗ Гузель Шарипова, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, Хусанти Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, Элкел муниципаллă район пуçлăхӗ Александр Никошкин, ТР ЧНКА ӗçтăвкомӗн ертӳçи Владимир Иванов, ТР ЧНКА ӗçтăвкомӗн пайташӗсем, Элкел районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн пуçлăхӗ, «Хузангаевский» тулли мар яваплăхлă обществăн ертӳçи Евгений Чугунов, районсенчи ЧНКЦ председателӗсем хутшăнчӗç. Чи хаклă хăнасен шутӗнче вара Хусанкайăн çемйи - унăн мăшăрӗ, Чăваш халăх артистки Вера Кузьминична Кузьминапа ывăлӗ, филологи наукисен кандидачӗ Атнер Петрович Хусанкай пулчӗç. Вӗсем килни мероприяти шайне тата та çӳллӗрех турӗ.
Вера Кузьмина мăшăрӗн сăввине вулани кăна мӗне тăчӗ, чăн-чăн мини-спектакль пулчӗ вăл куракансемшӗн. «Хаклă хăнасем, ытарайми Сиктӗрме халăхӗ. Сире пуç таятăп Хусанкая манманшăн, Хусанкая упранăшăн, Хусанкая асăнса пурăннăшăн. Вăл çавна тивӗçлӗ», - терӗ Вера Кузьминична чӗререн тав туса.
«Петӗр Хусанкайăн ятне тытса пырасси чи малтан, паллах, пирӗн, унăн çемйин сăваплă тивӗçӗ. Аттен пурнăçӗ çăмăл пулман, репресси урлă та, вăрçă вучӗ витӗр те тухнă вăл. Иртнӗ ӗмӗрти 50-мӗш çулсенче вара уншăн тӗнче уçăлса кайрӗ. Ăна чăваш халăхӗн элчи пек кӗтсе илнӗ тӗрлӗ çӗршывсенче. 63-ре пулнă вăл пурнăçран уйрăлса кайнă чухне, халӗ эпӗ те унран аслăрах ӗнтӗ. Анчах атте чухлӗ ӗç тăвайман-ха. Тумаллисем нумай. Тав сире пурсăра та, уйрăмах элкелсене», - терӗ Атнер Петрович.
ЧР культура министрӗ Константин Яковлев хăй сăмахӗнче Петӗр Хусанкайăн ӗçне малалла тăсакан чăваш поэчӗсемпе писателӗсене, искусство ӗçченӗсене тав турӗ, пуçтарăннисене ЧР Пуçлăхӗн Михаил Игнатьевăн ятӗнчен саламларӗ. Сиктӗрмери Культура çурчӗ çакăн пек пысăк мероприятисене ирттерме тăвăртарах пулнине палăртса ку ыйтупа ЧР Культура министерстви енчен ТР Правительстви патне тухассине пӗлтерчӗ. Чăваш Енре этнотуризм аталантарнă май ăна республика шайӗнчен кăларса пӗр маршрута Сиктӗрмепе çыхăнтарма шутлани çинчен пӗлтерчӗ. Сиктӗрмери Хусанкай музейӗн директорне Олег Мурзина Культура министерстви ятӗнчен картина парнелерӗ. Çарăмсан район пуçлăхӗн çумне Василий Мошкова, Анатолий Молоствова ТР ЧНКАн Хусанкай ячӗллӗ медалӗпе наградăларӗ.
ТР Культура министрӗн çумӗ Гузель Шарипова Петӗр Хусанкайăн ӗçӗсем Тутарстаншăн пысăк тупра пулнине палăртса хăварчӗ. Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн паянхи ӗçне те тивӗçлипе хакларӗ. «Чăваш халăхӗ Тутарстан çӗрӗ çинче ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пурăннă. Вӗсен чӗлхи, культури, йăли-йӗркисем, историйӗ тутар халăхӗн культурипе тачă çыхăнура тăрать. Çавăнпа та пулӗ тутарстансем пурте чăвашсен Уявне, Акатуйне, Учукне кăмăллаççӗ. «Чăваш шăпчăкӗпе» «Чăваш пики» те пире çывăх», - терӗ Гузель Азатовна. Чăваш культурине аталантарас ӗçре палăрнисене - Людмила Емельшинана, Олег Мурзина, «Пилеш» ансамбле ТР Культура министерствин Тав хучӗпе наградăларӗ.
Ирек Шарипов та пуçтарăннисене паллă поэтăн 110 çулхи юбилейӗпе саламласа мероприятие тивӗçлӗ шайра йӗркеленине палăртрӗ. «Чăваш халăхӗшӗн паллă пулăм Тутарстан çӗрӗ çинче иртет паян. Эпир пӗр-пӗриншӗн ют мар. Пирӗн общество тӗрлӗ халăхлă, тӗрлӗ конфессиллӗ. Вӗсенчен кашни хăйне епле туйнинчен пирӗн республикăн, çӗршывăн лару-тăрăвӗ килет. Чăвашсем пирӗн обществăн пултаруллă пайӗ. Чăваш халăхӗ, унăн культури паян хăватлăн аталанса пынине куратпăр, малашне те çапла пултăр. Тутарстанри халăхсен Ассамблейинче 36 наципе культура автономийӗ, ЧНКА унти чи вăйлă автономи шутланса тăрать», - терӗ Ирек Ильдусович.
Çакна çирӗплетсе ЧНКА ӗçтăвкомӗн ертӳçи В.Иванов 15 çул тултарнă Хусанкай музейне хаклă парне - 2,5 метр сарлакăшлӗ мультимедиа экранӗ парнелерӗ.
Сиктӗрмери шкул ачисем Петӗр Хусанкайăн сăввисене вуланине уйрăмах итлеме кăмăллă пулчӗ.
Калас пулать, сиктӗрмесем хăнасене питӗ те тарават кӗтсе илчӗç, çăкăр-тăварпа, тулли кӗрекепе.
Концертăн иккӗмӗш пайӗнче Шупашкартан килнӗ эстрада çăлтăрӗсен юррисене тепӗр хут итлеме май пулчӗ. Сăмах май, хăш-пӗринчен эпир тутарстансене мероприяти йӗркелесе патăмăр тенине илтме пулчӗ. Кун çине вӗсем çак енчен пăхни тӗлӗнтерет. Наци республикин тахçанах çапла ӗçлемелле пулнă. Тутарстан тӗслӗхне кăна илер. Вăл тутарсем ăçта пурăнсан та вӗсене илтме пӗлет, пулăшма тăрăшать. Тепӗр тесен, Тутарстан чăвашӗсем нихăçан та мӗскӗнленмен, пире туслă хутшăнусенчен ытларах нимӗн те кирлӗ мар. Петӗр Хусанкайăн юбилейне пӗрле ирттерни ырă пулăм. Мӗнле калас, артистсенчен юрă-ташă, пиртен çăкăр-тăвар. Ку ӗнтӗ хăй опытне Тутарстанра туптанă ЧР культура министрӗн Константин Яковлевăн тивӗçӗ. Мăнкăмăллăх йӳнетет пулсан, пархатарлăх илем кӳрет. Малашне те кӳршӗллӗ регионсем пӗр-пӗринпе туслă ӗçлессинче иккӗленӳ çук. Урăхла пулма та пултараймасть.
Петӗр Хусанкайăн юбилейне халалланă мероприятире Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Николай Сорокин çыравçăсен пӗрлешӗвне çамрăклатса пымалли пирки каларӗ. «Эпир ватăлса пыратпăр, литературăна малалла та аталантарас тесен унта çамрăксене явăçтармалла», - терӗ Николай Михайлович. Çак кун союза Анат Камăра пурăнакан пултаруллă çыравçăсене Анжела Пильщиковăна тата Алевтина Назаровăна илни вӗсемшӗн уйрăмах чыслă пулчӗ.
Мероприяти кульминацийӗ Пасарлă Матакри Культура çуртӗнче пулчӗ. Куракансен çакăнта чăваш литературинчи паллă сăвăçсемпе паллашма тата вӗсен сăввисене хăйсенчен илтме май пулчӗ. Валери Туркай, Раиса Сарпи, Лидия Филиппова, Светлана Асамат, Галина Кӗмӗл, Светлана Гордеева, Марина Карягина, Елена Светлая, Геннадий Максимов Петӗр Хусанкая аса илсе хăшӗ унăн сăввине, теприсем ăна халалласа хăйсем çырнă сăввисене вуласа пачӗç. Паллах, нумайăшӗн çак мероприятие пӗтӗмпех поэзи каçӗ пек ирттерес кăмăл пурччӗ, йӗркелӗçӳсен урăхларах шутланă курăнать.
Паллах, çак мероприятипе кăна паллă поэтăмăра асăнасси вӗçленмерӗ. Тутарстан чăвашӗсемшӗн ку эрне Хусанкай эрни. Кашни районта, ялта поэта халалланă мероприятисем йышлă иртеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев