Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Вăл лирик, критик, историк, этнограф, чĕлхеçĕ, публицист, тăлмач пулнă

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа район шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Вăл 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Элкел районĕнчи Сиктӗрме-Хусанкайри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта иртрĕ. Конференцие районти 6 шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Кашни вĕренекен П.Хусанкайăн тĕрлĕ енлĕ пултаруллăхне тишкерчĕ, тĕпчерĕ. Ачасем хăйсемпе ÿкерчĕксемпе презентацисем...

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа район шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Вăл 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Элкел районĕнчи Сиктӗрме-Хусанкайри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта иртрĕ. Конференцие районти 6 шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Кашни вĕренекен П.Хусанкайăн тĕрлĕ енлĕ пултаруллăхне тишкерчĕ, тĕпчерĕ. Ачасем хăйсемпе ÿкерчĕксемпе презентацисем илсе килчĕç. Çамрăк тĕпчевçĕсем П.Хусанкай лирик, критик, историк, этнограф, чĕлхеçĕ, публицист, тăлмач пулнине уçса пачĕç.

Тӗпчев ӗçӗн шайӗпе пĕрремĕш вырăна Хусанкай шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Мария Чернова тивĕç пулчĕ. Вăл П.Хусанкай пултарулăхĕнче Тăван ен теми мĕнле вырăн йышăннине тишкерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Анат Качел шкулĕн 9-мĕш класс вĕренекенĕ Вадим Тяманов йышăнчӗ. Унăн теми «П.Хусанкай - чăваш литература тӳпинчи çутă çăлтăр». Хутшăнакансем ăна сывламасăр тенĕ пек итлерĕç. Виççĕмĕш вырăна Кивĕ Тахтал шкулӗнчи 9-мĕш класс вĕренекенĕ Оксана Беловăпа Чăваш Пăрнай шкулĕн 9-мĕш класс вĕренекенĕ Денис Яковлев пайларӗç. Конференцин иккĕмĕш пайĕнче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, П.Хусанкая халласа хăйсем çырнă сăввисене пăхмасăр каласа пачĕç. Чи лайăххисем Чăваш Пăрнай шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Кирилл Смирновпа Кивĕ Тахтал шкулĕн вӗренекенӗ Алина Барабанова пулчĕç. Малалла район шайĕнчи илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрӗ. Петĕр Хусанкай хайлавĕсене пăхмасăр калакансен хушшинче пĕрремĕш вырăна Сиктӗрме-Хусанкай шкулĕн 1-мĕш класс вĕренекенĕ Егор Мукусев тата Кивĕ Тахтал шкулӗнчи 9-мĕш класс вĕренекенĕ Влада Терентьева йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăна Чăваш Пăрнай шкулĕн 3-мĕш класс вĕренекенĕ Анжелла Кузмина тата Çĕнĕ Матак шкулĕн 7-мĕш класс вĕренекенĕ Альвина Тихонова тивĕçрĕç. Виççĕмĕш вырăна жюри пайташӗсем Пуриселӗнчи вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекен Ангелина Самаринăна тата Анат Качел шкулĕн 9-мĕш класс вĕренекенĕсене Юлия Толстовăпа Зоя Яковлевăна пачĕç.
Юлашкичен Сиктӗрме-Хусанкай шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕсем «Сăпка юрри» юррине юрласа пачĕç. Конференци ĕçĕпе пурте кăмăллă юлчĕç. Шкул директорне О.Н.Аверьяновăна ырă кăмăлпа йышăннăшăн тав турĕç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев