Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Элкел (Алькеевский)

Ырă шухăшпа пурăнса ырă ӗç тăвать

(Ольга Ферапонтова. Элкел). Хальхи вăхăтра ырă ĕçсем тăвасси йăлана кĕрсе пырать. Ку вăл питĕ кирлĕ, лайăх пулăм. Ыркăмăллăхçăсем вара кашни ялтах тупăнаççĕ. Элкел районĕнчи Кивĕ Тахтал ялĕнче çакăн пек сумлă, ырă кăмăллă, хисеплĕрен те хисеплĕ çын вăл - Виктор Андреевич Белов. Унăн сăваплă, ырă ĕçĕсем çулран çул нумайланса пыраççĕ. Вăл...

(Ольга Ферапонтова. Элкел). Хальхи вăхăтра ырă ĕçсем тăвасси йăлана кĕрсе пырать. Ку вăл питĕ кирлĕ, лайăх пулăм. Ыркăмăллăхçăсем вара кашни ялтах тупăнаççĕ. Элкел районĕнчи Кивĕ Тахтал ялĕнче çакăн пек сумлă, ырă кăмăллă, хисеплĕрен те хисеплĕ çын вăл - Виктор Андреевич Белов. Унăн сăваплă, ырă ĕçĕсем çулран çул нумайланса пыраççĕ. Вăл ял клубĕпе тăван шкул çуртне юсама та пулăшрӗ, вĕренÿ хатĕрĕсемпе те тивĕçтерчӗ. Ялăн 400 çулхи, шкулăн 100 çулхи юбилейӗсене паллă тума та нумай пулăшрӗ. Юлашки вăхăтра вара ялта чиркӳ хăпартас ĕçре хастар тăрăшать.

Нумай пулмасть, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче, ял халăхĕшĕн тепӗр питĕ пысăк ĕç турĕ - яла тĕрлĕ усал-тĕселтен, инкек-синкекрен сыхлакан хĕрес лартрĕ. Çав кун Пасарлă Матак чиркĕвĕн пачăшки Андрей атте кĕлĕ вуласа, светить туса хĕрес лартнă çĕре чылай ял-йыш пуçтарăнчĕ. Ку пирĕншĕн чăн-чăн телей. Эпир питĕ савăнатпăр. Кивĕ Тахталта çуралса ӳснĕ, хальхи вăхăтра Элмет хулинче пурăнакан Виктор Белова çакăн пек парне туса панăшăн чĕререн тав тăватпăр. Унăн ырă ĕçĕ хăйне ырăпа таврăнтăр. Çӳлти Турă ăна яланах сыхлатăр, пулăштăр, ырлăх-сывлăх патăр.

Эпир, кивтахталсем, çакăн пек пултаруллă та тăрăшуллă ырă çыннăмăрпа мăнаçланатпăр. Турă пурне те курать, çавăнпа та ырă шухăшпа пурăнса ырă ĕçсем тăвасчĕ, пирĕн те хамăр ентешĕмĕртен юлас марччĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев