Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Акрельсем хир кунӗнче

Июлӗн 5-мӗшӗнче Тутар ял хуçалăх наукăпа тӗпчев институчӗн Лайăш районӗнче вырнаçнă эксперимент хирӗсен лаптăкӗнче «Пӗтӗм Раççейри хир кунӗ - 2017» инновацилле агропромышленность комплексӗн форум-куравӗ уçăлчӗ. Курав экспозицийӗ «Усен-тăран ӳстересси», «АПКсене инженерипе техника тивӗçтерӗвӗ», «Выльăх-чӗрлӗх ӗрчетесси», «Кампус», «Техника куравӗ», «Мелиораци» пайсенчен тăрать. Хир кунӗ аграрисене ял хуçалăх çӗнӗлӗхӗсемпе тата пӗр-пӗрин опычӗпе...

Июлӗн 5-мӗшӗнче Тутар ял хуçалăх наукăпа тӗпчев институчӗн Лайăш районӗнче вырнаçнă эксперимент хирӗсен лаптăкӗнче «Пӗтӗм Раççейри хир кунӗ - 2017» инновацилле агропромышленность комплексӗн форум-куравӗ уçăлчӗ. Курав экспозицийӗ «Усен-тăран ӳстересси», «АПКсене инженерипе техника тивӗçтерӗвӗ», «Выльăх-чӗрлӗх ӗрчетесси», «Кампус», «Техника куравӗ», «Мелиораци» пайсенчен тăрать.

Хир кунӗ аграрисене ял хуçалăх çӗнӗлӗхӗсемпе тата пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма, контрактсем çирӗплетме май парать. Мероприятие РФ ял хуçалăх министрӗ Александр Ткачев, ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, Китай Халăх Республикин делегацийӗ, Раççей регионӗсенчи ял хуçалăх министерствисен представителӗсем тата агропромышленноçпа çыхăннă 300 яхăн организаци хутшăнчӗç.

«Пӗтӗм Раççейри хир кунӗ» форум-курава уçма чăвашсем те хутшăннă. Çарăмсан районӗнчи Акрель Культура çурчӗн « Çăлкуç» ансамблӗ «Халăхсен Туслăхӗ» композицире чăваш юррине юрланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев