Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Арбузпа дыня тата... çумкурăк

Кӗркунне еннелле сулăнсан пирӗн тăрăхалла вăш та ваш вӗçекен йывăр тиевлӗ машинăсем кăнтăр çимӗçӗсене кăна кӳреççӗ тени тӗрӗс мар иккен. Арбуз-дыньăпа пӗрлех пирӗн культурăсемшӗн хăрушă çумкурăк вăрри те килет-мӗн. Çак кунсенче Çырчаллинче те акă, улăма пăхнă чух повилика çумкурăка асăрханине хыпарлать «Татар-информ» ИА Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗн хыпарӗ çине таянса. Дыньăпа...

Кӗркунне еннелле сулăнсан пирӗн тăрăхалла вăш та ваш вӗçекен йывăр тиевлӗ машинăсем кăнтăр çимӗçӗсене кăна кӳреççӗ тени тӗрӗс мар иккен. Арбуз-дыньăпа пӗрлех пирӗн культурăсемшӗн хăрушă çумкурăк вăрри те килет-мӗн. Çак кунсенче Çырчаллинче те акă, улăма пăхнă чух повилика çумкурăка асăрханине хыпарлать «Татар-информ» ИА Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗн хыпарӗ çине таянса.

Дыньăпа арбуз çимӗçӗсем хăйсем ку енчен хăрушă мар, карантинри çумкурăк вӗсен айне сарнă утă-улăмпа килме пултарать иккен.

Çак çимӗçсене республикăна ытларах Волгоградпа Астрахань облаçӗсенчен кӳреççӗ. Шăпах унта амбрози, повилика тата ытти çумкурăк çине карантин халӗ. Çаплах арбузпа дыньăна Казахстанран та кӳреççӗ.

Лару-тăрăва çул-йӗр патшалăх автоинспекторӗсем тӗрӗслесе тăрӗç, шăпах вӗсем çул çинче арбузпа дыня кӳрекенсен фитосанитари докуменчӗсем пуррипе çуккине пăхӗç.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев