Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Аслă Пăлхар вăтам ӗмӗре таврăнать

Аслă Пăлхар хули (Спас районӗ) икӗ куна вăтам ӗмӗрсене таврăнать тесе пӗрре те ӳстерсе каламастпăр, мӗншӗн тесен августăн 12-13-мӗшӗсенче кунта «Аслă Пăлхар» вăтам ӗмӗрсенчи çапăçу фестивалӗ пулать. Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, çав кунсенче Пăлхар чăнах та вăтам ӗмӗрпе сывлать, пурăнать. Кунта ӗлӗкхи çапăçусене кăна мар, ташăсене те, халăх юррисене те курса-илтме,...

Аслă Пăлхар хули (Спас районӗ) икӗ куна вăтам ӗмӗрсене таврăнать тесе пӗрре те ӳстерсе каламастпăр, мӗншӗн тесен августăн 12-13-мӗшӗсенче кунта «Аслă Пăлхар» вăтам ӗмӗрсенчи çапăçу фестивалӗ пулать. Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, çав кунсенче Пăлхар чăнах та вăтам ӗмӗрпе сывлать, пурăнать. Кунта ӗлӗкхи çапăçусене кăна мар, ташăсене те, халăх юррисене те курса-илтме, хутшăнма пулать. «Татар-информ» ИА пӗлтернӗ тăрăх, кăçал фестивалӗн статусӗ те улшăнать, вăл халăхсем хушшинчи шая çӗкленет.

Фестиваль программинче: клубсен командисен хушшинче вăтам ӗмӗрсенчи çапăçу енӗпе Европа чемпионачӗ, пӗччене пӗччен çапăçассипе Джон кубокӗ, массăллă бугурт-çапăçусем, ут турнирӗ, вăтам ӗмӗрсенчи ташăсем, «Авалхи Пăлхар хулин историйӗнчен» театрализациленӗ представлени, çар машинисемпе тир. Кунсăр пуçне фестиваль лаптăкӗсенче мастер-классем, истори лагерьне экскурсисем, халăх кӗввисем пулаççӗ. Чи пӗчӗккисем валли вăтам ӗмӗрсенчи ача-пăча тӗнчи йӗркелеççӗ, унта ачасемпе аниматорсем ӗçлеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев