Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Атăл урлă тепӗр çул уçăлчӗ

РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн специалисчӗсем Атăл урлă пăр çийӗн каçмалли тепӗр çула тӗрӗслесе уçрӗç. Çапла вара çула 50 çухрăма кӗскетес шутлă автомобилистсем Аракчино поселокӗнчен Тури Услон поселокне пăр урлă каçма пултараççӗ. Аса илтеретпӗр, республикăра пăр çийӗн каçма ирӗк панă виççӗмӗш çул вăл. Тăршшӗ 3200 метр. Çул икӗ юхăмлă, кашни йăрăмăн...

РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн специалисчӗсем Атăл урлă пăр çийӗн каçмалли тепӗр çула тӗрӗслесе уçрӗç. Çапла вара çула 50 çухрăма кӗскетес шутлă автомобилистсем Аракчино поселокӗнчен Тури Услон поселокне пăр урлă каçма пултараççӗ. Аса илтеретпӗр, республикăра пăр çийӗн каçма ирӗк панă виççӗмӗш çул вăл. Тăршшӗ 3200 метр.

Çул икӗ юхăмлă, кашни йăрăмăн сарлакăшӗ 50-шар метр. Хăрушсăрлăх мерисене пурне те пăхăнаççӗ. Çак тӗллевпе ăшăнмалли, контрольпе тӗрӗслев пункчӗсем уçнă. Унти ятарлă çын талăкӗпех çула пăхса тăрать. Пăр тӗсне, хулăнăшне куллен тӗрӗслесе журнала çырса пыраççӗ. Сăмах май, пăр хулăнăшӗ хальхи вăхăтра вăтамран 30-35 сантиметр. Эппин, 2 тоннăран йывăр мар машинăна чăтаять.

Апла пулин те, тӳрӗ çулпа кайма шутланă автомобилистсен хăрушсăрлăхăн тӗп правилисене пăхăнмалла: пăр çине аниччен хăрушсăрлăх ременьне вӗçертмелле, алăксене кăшт уçмалла, майпен анса пăр çинче сехетне 15-20 км хăвăртлăхпа кăна пымалла, машинăсен хушшинчи дистанцие (50-100 метр) пăхăнмалла, чарăнма, тепӗр машинăна хăваласа çитсе иртсе кайма, хăвăрт çаврăнма юрамасть. Ăмăр çанталăкра та пăр çине кӗмелле мар.

Çуран çӳрекенсем те пăр урлă каçма пултараççӗ, анчах ятарласа палăртнă вырăнта кăна. (Сăнӳкерчӗк МЧС сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев