Чуну сӗтлӗ кӳлӗре ишсе çӳретӗр
Сакăрвунвиççӗ тултарса сакăрвунтватта кайнăччӗ ӗнтӗ вăл вилнӗ чухне. Пурăнма та сахал пурăнман пек. Анчах та, вăл автансăр яла кайнăранпа çулталăк иртрӗ пулсан та пирӗн пӗрлехи чăваш ӗçӗнче Дедушкин çитменни сисӗнет. «Василий Афанасьевич халӗ çапла тунă пулӗччӗ», «Дедушкин пулсан ӗнтӗ çакна...» - текелесе аса илетпӗр вара вăл е ку ӗçе пуçăнсан....
Сакăрвунвиççӗ тултарса сакăрвунтватта кайнăччӗ ӗнтӗ вăл вилнӗ чухне. Пурăнма та сахал пурăнман пек. Анчах та, вăл автансăр яла кайнăранпа çулталăк иртрӗ пулсан та пирӗн пӗрлехи чăваш ӗçӗнче Дедушкин çитменни сисӗнет. «Василий Афанасьевич халӗ çапла тунă пулӗччӗ», «Дедушкин пулсан ӗнтӗ çакна...» - текелесе аса илетпӗр вара вăл е ку ӗçе пуçăнсан. Пур чухне хакламастăн, çук чухне ӳкӗнен. Ку каларăш вырăссене кăна пырса тивмест-тӗр çав. Çапла. Шурсухал çукки çулталăк та иртсе кайрӗ.
Тӗлпулусене «чун кӗртсе» сасартăк хавхаланса юрă пуçлакан е ташша яракан шупăрлă ватта Хусанти тата Тутарстанри чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те лайăх пӗлетчӗç. Кирек мӗнле мероприяти валли те унăн тематикăллă курав хатӗрччӗ. Республика кунӗсенче чăваш кил-çуртне капăрлатассине вăл хăй çине илетчӗ. Шаймиев та, Федоров та хапăл тăватчӗç «Тăхăрьял шăпчăкне». Вӗсене пӗлнипе, пӗрле сăра ӗçнипе Василий Афанасьевич мухтанса çӳреместчӗ, кирлӗ марччӗ вăл ăна. Президенпа та, трактористпа та пӗр тан калаçатчӗ. Çавăншăн хисеплетчӗç те ăна.
Канлӗ çывăр, ентешӗм. Чуну сӗтлӗ кӳлӗре ишсе çӳретӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев