Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Сутмаççӗ те – ӗçмеççӗ

Каçхине 22 сехетрен пуçласа ирхине 10 сехетчен, Ульяновск хулинче вара канмалли кунсенче талăкӗпех, эрех сутманни хăй çимӗçне кӳни сисӗнет, РФ Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службин хыпарӗ çине таянса РИА Новости пӗлтернӗ тăрăх, 2006 çултанпа Раççейре ӗçнӗ эрехӗн пӗр çынна тивекен калăпăшӗ 40 процента чакнă. Çакăн пек кăтартусене системăллă ӗçпе, урăхла каласан,...

Каçхине 22 сехетрен пуçласа ирхине 10 сехетчен, Ульяновск хулинче вара канмалли кунсенче талăкӗпех, эрех сутманни хăй çимӗçне кӳни сисӗнет, РФ Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службин хыпарӗ çине таянса РИА Новости пӗлтернӗ тăрăх, 2006 çултанпа Раççейре ӗçнӗ эрехӗн пӗр çынна тивекен калăпăшӗ 40 процента чакнă.

Çакăн пек кăтартусене системăллă ӗçпе, урăхла каласан, ведомствăсем пӗрле ӗçленипе, тума пултарнă-мӗн. Çапла ача-пăча, вӗрентӳ, медицина организацийӗсенче, спорт объекчӗсенче тата вӗсен çывăхӗсенчи территорисенче, культура учрежденийӗсенче спиртлă шӗвексем, çав шутра сăра та, сутма чарăнса питӗ тӗрӗс йышăну пулчӗ. Паллах, çӗрле ваккăн эрех суттарманнин те усси пысăк. Ӗçкӗçе, тен, ку чарусем сывă пурнăç йӗркине куçараймарӗç те пуль, çапах та çамрăксене симӗс çӗленрен сыхлама пултарчӗçех. Паллах, «типӗ» законпа алкоголизм проблемине татса пама çук, юраманни тата хытăрах илӗртнине çӗршыв опытӗнчен аван куратпăр. Çамрăк ăрăва мӗн пӗчӗкрен сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарни, картиш спортне анлă сарни - акă тӗрӗс çул. Тутарстан ку енӗпе пикенсех ӗçлет, Универсиадăран юлнă еткер - спорт объекчӗсем - пӗрре те пушă тăмаççӗ, халăх унта çулталăкӗпех лăк тулли. Яллă вырăнсенче те хоккейла, футболла выляма ятарлă спортплощадкăсем туса пачӗç. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев