Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çулла сӗт урăх йӳнелмест

Ку хыпара ялта ӗне тытакансем тахçанах кӗтеççӗ. Хаксем кунсерен ӳссе пынă чухне ял халăхӗнчен пуçтаракан сӗт чакни, çулла уйрăмах, ăнлантарма çук япала вӗт. Ӗне симӗс курăк çинипе çак вăхăтра сӗт нумай панипе йӳнелет имӗш. Республикăн сӗт тирпейлекен тата пуçтаракан предприятисем малашне çулла халăхран сӗт хакне чакарса пуçтарассине пăрахăçлама калаçса татăлнă,...

Ку хыпара ялта ӗне тытакансем тахçанах кӗтеççӗ. Хаксем кунсерен ӳссе пынă чухне ял халăхӗнчен пуçтаракан сӗт чакни, çулла уйрăмах, ăнлантарма çук япала вӗт. Ӗне симӗс курăк çинипе çак вăхăтра сӗт нумай панипе йӳнелет имӗш. Республикăн сӗт тирпейлекен тата пуçтаракан предприятисем малашне çулла халăхран сӗт хакне чакарса пуçтарассине пăрахăçлама калаçса татăлнă, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Кунсăр пуçне вӗсен литрне 18 тенкӗрен йӳнӗрех хакпа пуçтарма та юрамасть.

Хальхи вăхăтра районсенче халăхран пуçтаракан сӗт хакӗ (пӗр литрӗ) Анат Кама районӗнче - 19, Алексеевски - 18,71, Балтаси - 18,6, Мамадыш - 18,65, Агрыз - 18,17, Азнакай - 15,82, Элмет - 15,74, Пӗкӗлме 15.50, Мензеле - 15,46, Ешӗлвар - 15,38, Тури Услон районӗнче 15 тенкӗ.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев