Çуралнă кунпа, Рустам Нургалиевич!
Паян, мартăн 1-мӗшӗнче, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов 61 çул тултарчӗ. Çуралнă куна çемьепе сӗтел хушшине ларса паллă тума хальлӗхе вăхăчӗ çук-ха республика ертӳçин. Вăл хальхи вăхăтра Мускавра, РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераллă Пухăва чӗнсе каланă çӗре хутшăнать. Тутарстансем ирех Рустам Минниханова çуралнă кунпа социаллă сетьсенче ырлăх-сывлăх сунса саламлă видеосем лартнă,...
Паян, мартăн 1-мӗшӗнче, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов 61 çул тултарчӗ. Çуралнă куна çемьепе сӗтел хушшине ларса паллă тума хальлӗхе вăхăчӗ çук-ха республика ертӳçин. Вăл хальхи вăхăтра Мускавра, РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераллă Пухăва чӗнсе каланă çӗре хутшăнать.
Тутарстансем ирех Рустам Минниханова çуралнă кунпа социаллă сетьсенче ырлăх-сывлăх сунса саламлă видеосем лартнă, вӗсене виçӗ чӗлхепе - тутарла, вырăсла, акăлчанла çыртарнă. «Пысăк тав. Хăвăра та çитӗнӳсем, сывлăх, телей сунатăп», - тесе тав тунă республика ертӳçи саламлакансене. Рустам Нургалиевича эпир те, Тутарстан чăвашӗсем, саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, телей, çемьере тăнăçлăх сунатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев