Эх, тутлă та!
«Чӗрӗп» салат Ингредиентсене сийӗн-сийӗн вырнаçтармалла: 1. Тип çу çинче ăшаласа илнӗ е маринадланă кăмпа; 2. Пӗçернӗ чăх ашӗ, майонез; 3. ăшаланă сухан; 4. Теркăра хырнă пиçнӗ çăмарта, майонез; 5. Теркăпа хырнă сыр; 6. Корейла кишӗр. 200 г кăмпа, 200 г чăх ашӗ, 1 пуç сухан, 3-4 çăмарта, 100 г теркăпа...
«Чӗрӗп» салат
Ингредиентсене сийӗн-сийӗн вырнаçтармалла:
1. Тип çу çинче ăшаласа илнӗ е маринадланă кăмпа;
2. Пӗçернӗ чăх ашӗ, майонез;
3. ăшаланă сухан;
4. Теркăра хырнă пиçнӗ çăмарта, майонез;
5. Теркăпа хырнă сыр;
6. Корейла кишӗр.
200 г кăмпа, 200 г чăх ашӗ, 1 пуç сухан, 3-4 çăмарта, 100 г теркăпа хырнă сыр, 100-150 г корейла кишӗр кирлӗ.
Манник - иçӗм çырлипе
Иçӗм çырлине лайăх çумалла та алшăллипе типӗтмелле, пӗр чӗптӗм çăнăхпа хутăштармалла. Çăмартана тăварпа, сахăр песокӗпе, ваниль сахăрӗпе хутăштармалла. Кефир, çу, манна кӗрпи, иçӗм çырли тата апат соди хушса лайăх пăтраштармалла. Форма тӗпне услам çупа çуламалла, манна кӗрпи сапмалла та хатӗр чустана ун çине ямалла. Духовкăра хатӗр пуличчен пӗçермелле.
1 стакан манна кӗрпи, 1 стакан кефир, çур стакан сахăр песокӗ, 80 г ирӗлтернӗ услам çу, 75 г иçӗм çырли, 1 çăмарта, 1 пӗчӗк пакет ваниль сахăрӗ, çур чей кашăкӗ уксуспа кăпăклантарнă апат соди, пӗр чӗптӗм тăвар кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев