Елабугăра шкул учителӗсен фестивалӗ пулать
Шкул учителӗсене ют çӗршывсенчи вӗрентӳ мелӗсемпе паллашаççӗ, тӗрлӗ мастер-классенче ăсталăхне ӳстерӗç.
Хусанти федераллă университетăн Елабугăри институтӗнче августăн 15-17-мӗшӗсенче Шкул учителӗсен халăхсем хушшинчи фестивлӗ пулассине пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайчӗ.
9-мӗш хут иртекен фестивалӗн теми – «Раççейӗн цифра ăрăвӗ». Ун ӗçне республикăн, Раççейӗн малта пыракан учителӗсем, вăтам тата аслă вӗрентӳ системин представителӗсем, Раççей, ют çӗршыв учителӗсем, вӗрентӳ аталанăвӗн эксперчӗсем хутшăнаççӗ. Çаплах 6 ют çӗршыв, 35 Раççей модераторӗ килесси те паллă.
Шкул учителӗсем фестивальте тӗрлӗ çӗршыври вӗрентӳ мелӗсемпе паллашӗç, хăйсен ăсталăхне тӗрлӗ мастер-классенче ӳстерӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев