Эпир çӗршывра виççӗмӗш
«Вилӗмсӗр полк» - çӗршывăн чи масштаблă, эмоциллӗ мероприятийӗ. Вăл тахçанах пӗтӗм халăх акцине çаврăнчӗ. Мӗншӗн тесен Раççей территорийӗнче кăна мар, ют çӗршывсенче те иртет. Унта хутшăнакан çӗршывсем çуллен хушăнсах пыраççӗ. Кăçал, тӗслӗхрен, «Вилӗмсӗр полка» Сирире пуçласа ирттерме хатӗрленеççӗ. Тутарстан халăхӗ акцие хапăлласа йышăнчӗ. «Вилӗмсӗр полк» халӗ кунта пысăк хуласенчен пуçласа...
«Вилӗмсӗр полк» - çӗршывăн чи масштаблă, эмоциллӗ мероприятийӗ. Вăл тахçанах пӗтӗм халăх акцине çаврăнчӗ. Мӗншӗн тесен Раççей территорийӗнче кăна мар, ют çӗршывсенче те иртет. Унта хутшăнакан çӗршывсем çуллен хушăнсах пыраççӗ. Кăçал, тӗслӗхрен, «Вилӗмсӗр полка» Сирире пуçласа ирттерме хатӗрленеççӗ.
Тутарстан халăхӗ акцие хапăлласа йышăнчӗ. «Вилӗмсӗр полк» халӗ кунта пысăк хуласенчен пуçласа чи пӗчӗк ял таранах иртет. Пӗлтӗр майăн 9-мӗшӗнче 300 пине яхăн çын хăйӗн вăрçа хутшăннă чи çывăх тăванӗсен (вăрçăра пуç хунисен, таврăннă ветерансен) сăнӳкерчӗкӗсене йăтса урам тăрăх утрӗ. Кăçал çынсен шучӗ тата пысăкрах пуласси куçкӗрет. Çанталăк чăрмантармасан, йӗркелӳçӗсем Хусанта кăна 120 пинрен кая мар çын пуласса шанаççӗ. Çакă штендер хатӗрлекен фотосалонсем йышланса пынинчен те курăнать. Сăмах май, ветерансен портречӗсем мӗнле пуласси кашни çынран хăйӗнчен килет. Кам-тăр ăна фотосалонта хатӗрлеме пултарать, кам-тăр килте ачисемпе, мăнукӗсемпе пӗрле. Иккӗмӗшӗ астăвăм енчен хаклăрах та пулӗ, çемье паттăрӗпе ача тата çывăхрах паллашать, ун çинчен тата нумайрах пӗлет-çке. Çапла майпа çав хăрушă вăрçăра халăха мӗнле хакпа чуралăхран çăлса хăварнине тепӗр хут аса илтерет ку акци. Çапла, эпир нимӗн те, никама та манман. Республикăра Çӗнтерӳ уявӗпе çыхăннă мероприятисем апрелӗн 26-мӗшӗнченех пуçланчӗç. Вӗсем митингсем, концертсем.
Юхăмăн Тутарстанри штабӗн ертӳçи Тимур Халиков «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире «Вилӗмсӗр полка» хутшăнакансен шучӗпе Тутарстан çӗршывра виççӗмӗш, йӗркелӳ шайӗпе пӗрремӗш пулнине каларӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, йӗркелӳ енчен Тутарстана ăмсанмалăх пур, мӗншӗн тесен мероприятие «Раççейӗн вилӗмсӗр полкӗ» гражданла патриотизмăн обществăлла юхăмӗн регионти уйрăмӗ республика влаçӗн органӗсемпе тата вырăнти самоуправленисемпе пӗрле ирттерет. Çавăнпа республикăра «Вилӗмсӗр полк» акци вăхăтӗнче хăрушсăрлăх, МЧС, медицина пулăшăвӗпе тивӗçтерес ыйту вуçех те тăмасть. Кăна йăлтах ведомстăвсем хăйсем çине илнӗ. Шел те, çакăн пек шайпа кашни регион мухтанаймасть-мӗн, нумай çӗрте ку ӗçе обществăлла организацисем кăна йӗркелеççӗ. Тутарстанра вара шествие йӗркелесе ирттерме тата 500 ытла волонтер та хутшăнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев