Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 06.02 - 12.02

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Савăнăçлă тӗлпулусен, паллашусен тата шанчăк вăхăчӗ. Февралӗн 5-8-мӗшӗсенче пулакан çулçӳрев пурнăçăра тӗпрен улăштарма пултарӗ. Интереслӗ çынпа паллашни шухăшсене кăна мар, кулленхи пурнăçа, имиджа та улăштарӗ. Теприсем хăйсенче талант курса пысăк çитӗнӳсем тăвӗç. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Нумайăшӗ çак тапхăрта вăй-хал пӗтнине туйӗ, анчах çемçелме юрамасть, пӗтӗм...

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Савăнăçлă тӗлпулусен, паллашусен тата шанчăк вăхăчӗ. Февралӗн 5-8-мӗшӗсенче пулакан çулçӳрев пурнăçăра тӗпрен улăштарма пултарӗ. Интереслӗ çынпа паллашни шухăшсене кăна мар, кулленхи пурнăçа, имиджа та улăштарӗ. Теприсем хăйсенче талант курса пысăк çитӗнӳсем тăвӗç.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Нумайăшӗ çак тапхăрта вăй-хал пӗтнине туйӗ, анчах çемçелме юрамасть, пӗтӗм чун хавалӗпе парăнса ӗçлемелли лару-тăрусем пулӗç. Эрне варринче интереслӗ проекта хутшăнма чӗнекенсем тупăнӗç. Пысăк çынсем пулăшăвне шанма пултаратăр. Эрне вӗçӗнче çын укçипе ан ӗçлӗр, тавлашусене ан хутшăнăр.

ТАКА 21.III - 20.IV
Нумайăшӗшӗн çак тапхăрта карьерăра, бизнесра, творчествăра çӗнӗ майсем уçăлаççӗ. Хăш-пӗрисен «çăлтăра» тухас шанăç та пур: телевидение лексе е мӗн-тӗр çӗннине шутласа кăларса. Юратса пăрахма пултаратăр, хăшӗсем мăшăрланма шут тытӗç. Опытлă çынсен канашӗсем тӗрӗс йышăну тума пулăшӗç.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере ӗçри çӗнӗ тивӗçсене хăнăхма тивӗ, хăшӗсем карьера енчен ӳсме пултараççӗ. Стереотипла шухăшлавран хăтăлсан кăна малалла кайса çитӗнӳ тума пулӗ. Ывăнасран асăрханăр, тарăхни сывлăхшăн сиенлӗ. Ӗçпе кăна пулнипе юлташсемпе хутшăнусем пăсăлма пултараççӗ. Ырă ятшăн кӗрешме тивӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ку эрнере интереслӗ çулçӳревсем, командировкăсемпе тӗлпулусем кӗтеççӗ, тӗнчекурăма улăштарма пултаракан çынсемпе паллашатăр. Туризмпа вӗрентӳ сферинче ӗçлекенсен çитӗнӳ тăвас шанчăк пысăк. Эрне варринче хăвăр тавра пӗр шухăшлисене пуçтарма, вӗсене илтме тăрăшăр.

РАК 22.VI - 22.VII
Нумайăшӗ çак тапхăрта укçа енчен йывăрлăхсем тӳсӗ, шăпаллă проблемăсене татса пама тивӗ. Кăмăл-сипет улшăнăвӗн вăхăчӗ. Хăшӗсем ӗçре çӳллӗрех вырăна тивӗçӗç. Куçман пурлăх енӗпе хăвăрăн правасене хӳтӗлеме тивӗ. Йывăрлăхсене çӗнтеретӗр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Ку эрнере çывăх çынсен пулăшăвӗсӗр йывăр пулӗ. Усăллă çыхăнусем ăнăçу патне çул уçӗç. Сывлăх пирки ан манăр. Эрне вӗçӗнче парăмсене парса татма, штрафсем тӳлеме, укçа-тенкӗ енӗпе тавлашуллă самантсене ӗçтешсемпе татса пама тивӗ. Юратнă çын çумăрта пулни йывăрлăхсене çӗнтерме пулăшӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ку эрнере вăй-хал çуккипе хăвăра япăх туятăр, ӗçсем вара, юри тейӗн, çав тери нумай. Тупăша ӳстерме майсем пулаççӗ, ăна кил-çурт çине ярсан лайăх пулӗ. Анчах кредит илесрен, парăма кӗресрен асăрханăр. Февралӗн иккӗмӗш декадинче лайăх ӗçлесе илетӗр, укçана çухатас темесен ăна пӗр-пӗр проекта хывма васкамалла мар.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Творчествăлла, юратушăн ăнăçлă вăхăт, харпăр пултарулăха кăтартса социаллă статусăра ӳстерме пултаратăр. Хăш-пӗрисен ӗçпе, юлташсемпе çыхăннă шухăшӗсем тӗпрен улшăнаççӗ. Иртнинчен тытăнмалла мар, кампа та пулин çыхăнăва татас тесен - шеллемесӗрех татăр. Ку çӗнӗ хутшăнусем йӗркелеме пулăшӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ку вăхăтра çемье хутшăнăвӗсене çирӗп­летме, кил-çурта тирпейлеме нумай вăй-хал кирлӗ пулӗ. Эрне варринчен пуçласа çывăх çын пулăшнипе чылай проблемăсене татса паратăр. Хăш-пӗри ыркăмăллăхпа ӗçлеме пуçласа фонд йӗркелесси çинчен те шутлӗ. Эрне вӗçӗнче пур енӗпе те асăрхануллă пулăр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Ку эрнере ӗçлӗ тата юлташсемпе хутшăнусене йӗркелетӗр. Çынсемпе пӗр чӗлхе тупма çăмăл пулмӗ. Эрне варринче йăлт майлашăнӗ. Сире хисеплеççӗ, итлеççӗ, кирлӗ тӗлпулусене эрне вӗçне хăварăр. Мăнкăмăлланасран асăрханăр, ăнăçăва тартма, юлташсене çухатма пултаратăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Çак тапхăрта хăвăра пит лайăх туймасан та карьерăра çитӗнӳ тума, тупăша ӳстерме май пулнипе ывăннине çӗнтерсе унпа усă куратăрах. Килте те лару-тăру лайăх. Хăшӗсем куçман пурлăх туянӗç. Уйăх тулнă чухне тавлашусем пулма пултараççӗ, лăпкăрах пулăр, унсăрăн сывлăхăра пӗтеретӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев