Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 20.03 - 26.03

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере чылай кăткăс ӗçсене кӗске хушăра пурнăçлама тивӗ. Ӗлкӗреймесрен пăшăрханатăр, телее, вӗсене ăнăçлă вӗçлеме вăй та, чăтăмлăх та çитет. Вăй-хал нумай пӗтернипе эрне вӗçне ывăнса çитетӗр. Тăрăшулăхăра кура пуçлăхсем ăнланӗç, анчах мăшăрăр тимлӗх çитменнипе кӳренме пултарӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрнере тинех финанс сферинчи...

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере чылай кăткăс ӗçсене кӗске хушăра пурнăçлама тивӗ. Ӗлкӗреймесрен пăшăрханатăр, телее, вӗсене ăнăçлă вӗçлеме вăй та, чăтăмлăх та çитет. Вăй-хал нумай пӗтернипе эрне вӗçне ывăнса çитетӗр. Тăрăшулăхăра кура пуçлăхсем ăнланӗç, анчах мăшăрăр тимлӗх çитменнипе кӳренме пултарӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере тинех финанс сферинчи йывăрлăхсенчен хăтăлатăр. Хăш-пӗрисем ипотека кредитне е парăмӗсене татса парӗç. Çавна май пуçӗпех юратуллă хутшăнусене чăматăр. Хăшӗсем йăлăхтарнă романа вӗçлӗç, теприсен питӗ интереслӗ çынпа çыхăну йӗркеленме пуçлӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Çак тапхăрта ӗçри авторитета ӳстерсе карьерăра çитӗнӳ тă­ва­тăр. Çавна май пуйма та пултаратăр. Харпăр пурнăçра пысăк улшăнусем çук, мăшăрăрпа е савнипе яланхи пекех вак-тӗвекшӗнех вăрçăнатăр, кайран хӗрӳллӗн килӗштеретӗр. Пӗчченнисем кӗçех шăпа пӳрнипе тӗл пулӗç.

РАК 22.VI - 22.VII
Ку кунсенче ытлашшипех çивӗч чӗлхеллӗ пулатăр, ку уйрăмах пуç­лăхăра килӗшмӗ. Çилленнипе лайăх проекта вăл урăххине парӗ. Телее, ку пӗртен-пӗр пăтăрмах пулӗ. Укçа-тенкӗ енчен те, харпăр пурнăçра та йăлтах йӗркеллӗ, çемьеллисене ачисем савăнтарӗç.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Çак тапхăрта пурнăçа улшăнусем кӗртмелле мар. Вӗсене хăвăр кăна мар, çывăх çыннăрсем те хатӗр мар-ха. Вăхăта кулленхи ӗçсене пурнăçласа ирттеретӗр. Сывлăхăра упрăр. Канмаллисенче çемьепе ăçта та пулин кайса килме тăрăшăр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Ку эрнере хăвăрăн «наполеонла» планăрсене пурнăçланă чух вас­ка­малла мар, вара ăнăçу пулатех. Хăш-пӗр кирлех мар ӗçсене пăрахăçласан та пырӗ: юлташăра ку хутӗнче пулăшайманни, ӗçтешӗр калаçса чăрмантарни пирки калама ан вăтанăр, савнийӗре е мăшăрăра та кăштах кӗтме ыйтăр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Савăнăçлă та хавас тапхăр, тӗрлӗ мероприятисен чăн-чăн çăлтăрӗ пулса тăратăр. Анчах ытлашши çăмăлттайланнипе ӗçре проблемăсем сиксе тухӗç. Кирлӗ заданире йăнăш тума е шавлă каç хыççăн ӗçе хатӗрленме манса кайма пултаратăр. Эрне мӗнпе вӗçленесси хăвăртан килет: ăслăрах пулсан проблемăсем вырăнне ăнăçу пулӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ку эрнере хăвăрпа калаçас текенсене тӗплӗн суйлама тивет, вӗсен хушшинче сире хирӗççисем пулма пултараççӗ. Васкамасăр тунă йышăнусем проблемăсенчен сыхласа хăварӗç. Пурнăçри çивӗч ыйтăва татса пама ан васкăр, пур енӗпе те консервативлă пулма тăрăшăр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Ку эрнере нумай хумханатăр: пуçарнă проект мӗнпе вӗçленӗ, ӗмӗтленнӗ должность лекӗ е çук? Хуравсем эрне вӗçнелле пулӗç, ӗçсем сирӗншӗн ăнăçлă татăлас шанчăк пур. Ывăннипе савăнма та пӗлеймӗр, çавăнпа шăплăхра, пӗччен канма тăрăшмалла.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Тем çӗнни пулмӗ: яланхи пекех ӗçри, килти тивӗçсене пурнăçлама тивӗ. Канмаллисенче хоббипе аппаланни те килентермӗ. Пурнăç тутине вăйлатас тесен лару-тăрăва тӗпрен улăштарма тăрăшăр, сăмахран, канма кайса. Анчах сахалăшӗн кăна çавăн пек май тупăнӗ, ыттисем пурнăç лайăх енне хăйпе хăйех улшăнасса кӗтӗç.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере харпăр пурнăç лайăх енне улшăнӗ, хăшӗсем мăшăрланма шутлӗç. Юратуллă хутшăнусем тинтерех пуçланнисен савнă тусӗн малтанхи мăшăрӗпе тан мар «тытăçăва» кӗме тивӗ. Арăслан пек кӗрешни ахаль пулмӗ - юратăвăра упраса хăваратăрах. Ӗçре улшăнусем пулмӗç.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Çак тапхăрта фантази лайăх ӗçлӗ, килте те, ӗçре те тем те шутласа кăларатăр. Харпăр творчествăпа нумайăшне тӗлӗнтеретӗр. Шел, юратуллă хутшăнусенче хăюлăх сахалрах пулӗ, хăвăр килӗштернӗ çын сирӗн туйăмсене пӗлеймесӗрех юлӗ, урăххине тупса ярӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев