Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 24.07 - 30.07

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере йӗркелӳçӗ пултарулăхне кăтартса хăвăра яваплă çын пек кăтартатăр. Хăш-пӗрисем карьерăра çитӗнӳ тăваççӗ, пуçлăхсемпе ӗçтешсем ытларах хисеплеме пуçлаççӗ. Лартнă тӗллевсене пурнăçлама май пулать. Обществăлла интерессем малти вырăнта пулсан, çӳлтен те пулăшу пулӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Кăмăл-туйăм улшăнăвӗн, пурнăç хак­лăхӗсене çӗнӗрен пăхса тухмалли тапхăр. Эрне...

ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрнере йӗркелӳçӗ пултарулăхне кăтартса хăвăра яваплă çын пек кăтартатăр. Хăш-пӗрисем карьерăра çитӗнӳ тăваççӗ, пуçлăхсемпе ӗçтешсем ытларах хисеплеме пуçлаççӗ. Лартнă тӗллевсене пурнăçлама май пулать. Обществăлла интерессем малти вырăнта пулсан, çӳлтен те пулăшу пулӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Кăмăл-туйăм улшăнăвӗн, пурнăç хак­лăхӗсене çӗнӗрен пăхса тухмалли тапхăр. Эрне пуçламăшӗнче тупăшăра ӳстерме е çӗнӗ ӗç тупма пултаратăр. Хăш-пӗрисем пуян та витӗмлӗ çынсемпе паллашӗç. Ӗçтешсемпе, мăшăрпа хутшăнусем çӗнӗ шая тухаççӗ. Вӗсен умӗнчи яваплăха ытларах туйма пуçлатăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Кăмăл аван, вăй нумай пулнипе талантăрсене кăтартма, шухăшсене пурнăçа кӗртме ӗмӗтленетӗр. Йăлт пурнăçланать. Тахçанхи пӗлӗшсем лайăх сӗнӳ тăвӗç. Интереслӗ çулçӳревсем, паллашусем, тӗлпулусем пурнăçăра тӗпрен улăштарма пултарӗç. Эрнен иккӗмӗш çурринче канма тăрăшăр.

РАК 22.VI - 22.VII
Çак тапхăртах ытлашшипех активлă пулатăр, туйăмсем фонтан пек. Шутласа калаçмасан ӗçтешсемпе, çывăх çынсемпе тавлашу сиксе тухӗ. Тахçанхи юлташсемпе ăнсăртран тӗл пулма е маннă çӗре çула тухма пултаратăр. Хăш-пӗрисем юратса пăрахӗç. Укçа-тенкӗ енӗпе хирӗçӳсем пулма пултараççӗ.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Лайăх эрне, пурнăçăра тӗпрен улăштарас килӗ. Çапах малтан телейлӗ пулма чăрмантаракан стереотипсенчен, шалти комплекссенчен хăтăлмалла, улшăнусем те кӗттермӗç, хăйсемех килсе алăкран шаккӗç. Пӗчченнисем савни тупӗç, мăшăрлисен хутшăнăвӗсем çӗнелеççӗ. Пурнăçăра пăсас темесен сăпайлăха ан çухатăр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Интереслӗ калаçусем, ӗçлӗ çулçӳрев­семпе романтикăлла тӗлпулусем кӗтӗр. Креативлă идейăсемпе, хавхаланупа пуçлăхсене те, ӗçтешсене те, çывăх çынсене те илӗртетӗр. Карьера тума, бизнес йӗркелеме е анлăлатма, укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене татса пама аван вăхăт. Эрне вӗçӗнче бюрократилле чăрмавсем пулӗç, çапах йăлт ӗлкӗретӗр.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Харпăр проблемăсене кирлинчен ытларах тимлӗх уйăратăр, мӗн-тӗр тăвас вырăнне ӗмӗтсен авăрне çакланатăр. Шăпа кризисран тухма, финанс ыйтăвне йӗркелеме май парать. Пултарулăхăра кăтартма ан вăтанăр, вара тӗллевсене пурнăçлама пулӗ. Эрне вӗçӗнче ӗçтешсемпе е тăвансемпе хирӗçесрен асăрханăр.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Çулçӳревшӗн, канушăн, романтикăлла тӗлпулусемшӗн, çӗнӗ ӗçе вырнаçмашкăн ăнăçлă тапхăр. Наянланмасан хуть те мӗнле ӗмӗте те пурнăçлаятăр. Укçа-тенкӗ енчен улшăнусем çук, çавăнпа перекетлӗрех пулăр. Ку вăхăтлăх йывăрлăх кăна, çавăнпа туллин канма май тупăр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Эрне тăршшӗпех лайăх формăра пулатăр. Тахçантанпа кансӗрленӗ проблемăсене татса паратăр, çывăх тăвансене пулăшма май тупатăр. Хăвăра та ӗçтешсем, юлташсем, пӗлӗшсем пулăшусăр хăвармӗç. Çăлтăрсем те сирӗн енче, хăшӗсем çӗнӗ ӗç тупӗç, теприсем шăпа пӳрнипе тӗл пулӗç, виççӗмӗшсем çурт е хваттер туянӗç.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Укçа-тенкӗ енчен лайăх тапхăр, тахçан кӗтнӗ тупăша илетӗр е оклад ӳстерӗç. Хăшӗсене хаклă парне тăвӗç е лотерейăпа выляса илӗç, е еткер хăварӗç. Теприсем хăйсене читлӗхри пек туяççӗ - ӗç, яваплăх нумаййипе. Тăрăшсан, ал сулмасан чун шайлашăвне тупатăр, укçапа перекетлӗ пулăр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çак тапхăрта ырă улшăнусем пулаççӗ. Хăвăра, пултарулăхăра кăтартма пултаратăр. Карьера тума, паллашма, çын çине тухса калаçма ăнăçлă вăхăт. Актер пултарулăхӗ пуррисен усăллă çыхăнусене пула ӗмӗтне пурнăçлама май пулать. Сире ăмсанма пултараççӗ, асăрханулăх кирлӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрнере ывăннине туйсан та йывăрлăхсене çӗнтеретӗр. Эрне пуç­ламă­шӗнче хăвăршăн кăна мар, ыттисем­шӗн те ӗçлеме тивӗ, юлташсемпе тă­вансене те пулăшу кирлӗ. Эмоцисем чикӗсӗр пул­нипе туххăмрах вӗресе каятăр, лăпланма вӗ­ренмелле. Эрне вӗçнелле çăмăлланать, логикăпа шалти сисӗм шайлашăвӗ проблемăсене татса пама пулăшӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев