Халăх календарӗ – август
5-мӗшӗ - халăх календарӗпе Трофим-бессонник. Утăçи малалла пырать, тырçи пуçланать. Çак кунран хăмла çырлипе палана пуçтарма тытăнаççӗ. 6-мӗшӗ - тырă ӗлкӗрсе çитет. Тырçи тулли хăватпа пуçланать. Çӗмӗрт, кăмпа пуçтарма тытăнаççӗ. Ӗлӗк августăн 12-мӗшӗччен çырларан кукăль пӗçернӗ. 7-мӗшӗ - ирпе ирех сулхăн- тăк, хӗл сивӗ килет тенӗ. Кăнтăрлаччен çанталăк мӗнле, декабрьчченхи...
5-мӗшӗ - халăх календарӗпе Трофим-бессонник. Утăçи малалла пырать, тырçи пуçланать. Çак кунран хăмла çырлипе палана пуçтарма тытăнаççӗ.
6-мӗшӗ - тырă ӗлкӗрсе çитет. Тырçи тулли хăватпа пуçланать. Çӗмӗрт, кăмпа пуçтарма тытăнаççӗ. Ӗлӗк августăн 12-мӗшӗччен çырларан кукăль пӗçернӗ.
7-мӗшӗ - ирпе ирех сулхăн- тăк, хӗл сивӗ килет тенӗ. Кăнтăрлаччен çанталăк мӗнле, декабрьчченхи хӗлле çапла пулать. Кăнтăрла хыççăнхи çанталăк декабрь хыççăнхи хӗлле мӗнле пулассине кăтартать. Ăшă çанталăк сивӗ хӗллене пӗлтерет. Çумăр çусан - хӗл сивӗ пулмасть.
8-мӗшӗ - çак кунран ир пулакан панулми пуçтарма тытăнаççӗ.
9-мӗшӗ - кучан кунӗ. Купăста пуç çавăрма пуçлать. Çак кун хыççăн сиплӗ курăк пуçтарма юрамасть, унăн сиплӗхӗ тымара каять тенӗ.
10-мӗшӗ - Прохор кунӗ. Аслатирен хăранипе çак кун хирте ӗçлемен.
11-мӗшӗ - пӗрремӗш тăм ӳкет, ӗлкӗрсе çитмен тырра сиенлетет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев