Хула транспорчӗн схеми улшăнать
(Сăнӳкерчӗк KZN.RU сайтран) Республикăра пурăнакансенчен нумайăшӗ уяв кунӗсене Хусанта ирттерме шухăшлать. Çавăнпа çак кунсенче хула транспорчӗн маршручӗсем улшăннине пӗлтермеллех тесе шутлатпăр. Апрелӗн 29-мӗшӗнчен пуçласа майăн 2-мӗшӗччен тата майăн 9-мӗшӗнче пассажир транспорчӗн схеми тӗпрен улшăнать темелле. Унсăр пуçне майăн 9-мӗшӗнче Çӗнтерӳ кунӗнче салют хыççăн каçа юлнă çынсене килӗсене çитме тата 75...
(Сăнӳкерчӗк KZN.RU сайтран) Республикăра пурăнакансенчен нумайăшӗ уяв кунӗсене Хусанта ирттерме шухăшлать. Çавăнпа çак кунсенче хула транспорчӗн маршручӗсем улшăннине пӗлтермеллех тесе шутлатпăр. Апрелӗн 29-мӗшӗнчен пуçласа майăн 2-мӗшӗччен тата майăн 9-мӗшӗнче пассажир транспорчӗн схеми тӗпрен улшăнать темелле. Унсăр пуçне майăн 9-мӗшӗнче Çӗнтерӳ кунӗнче салют хыççăн каçа юлнă çынсене килӗсене çитме тата 75 транспорт хушса параççӗ. Лево-Булачный урмӗнче Советски, Вахитовски, Приволжски районӗсем енне 40 автобус ларӗ, Декабристов урамӗнчи «Энергоуниверситет» чарăнура Авиастроительнăй, Мускав, Киров, Ново-Савиновски районӗсем енне 35 автобус хатӗр тăрӗ. Çӳлерех асăннă кунсенче хула транспорчӗ 23.30 сехетченех ӗçлӗ.
Аса илтеретпӗр, майăн 3-мӗшӗнчен пуçласа 1941-1945 çулсенчи Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçиче çӗнтернӗренпе 73 çул çитнипе çыхăннă мероприятисем ирттернипе Хусанти хăш-пӗр урмасенче транспорт çӳремӗ. Тӗплӗнрех çак информаципе ак çак ссылкăпа кайса паллашма пултаратăр: https://news.mail.ru/society/33321850/?frommail=1
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев