Хусан варринче çӳллӗ çуртсем урăх пулмаççӗ
Хусан хули юлашки 15 çулта палламалла мар улшăнчӗ. Çакна хула хăнисем те пурте тенӗ пекех палăртаççӗ. Анчах çӗнни киввине пӗтермелле тенине пӗлтермест-çке. Уйрăмах истори пӗлтершлӗ вырăнсенче. Ун пек 1000 çулхи Хусан та Хусан пулма пăрахать. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хула строительствин ыйтăвӗсемпе иртнӗ ведомствăсен хушшинчи черетлӗ ларăвӗнче шăпах çакна палăртса...
Хусан хули юлашки 15 çулта палламалла мар улшăнчӗ. Çакна хула хăнисем те пурте тенӗ пекех палăртаççӗ. Анчах çӗнни киввине пӗтермелле тенине пӗлтермест-çке. Уйрăмах истори пӗлтершлӗ вырăнсенче. Ун пек 1000 çулхи Хусан та Хусан пулма пăрахать. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хула строительствин ыйтăвӗсемпе иртнӗ ведомствăсен хушшинчи черетлӗ ларăвӗнче шăпах çакна палăртса Хусан варринчи истори пӗлтерӗшлӗ вырăнсенче ӳлӗмрен çӳллӗ çуртсем лартма чарнă.
«Эсир хулан тӗп архитекторӗ, чи консервативлă çын пулмалла, манăн вара ăçта-тăр мӗн-тӗр пултăр тесе сире ӳкӗтлеме тивет», - критикленӗ вăл Хусанăн тӗп арихитекторӗн Татьяна Прокофьеван ӗçне. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев