Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кăçалхи Уява чемпионат хăнисем кураççӗ

Уяв картине мундиаль хăнисем те тăраççӗ.

 Футболпа тӗнче чемпионачӗ республикăри халăх уявӗсен календарӗпе тӳр килнӗрен, мундиаль хăнисене вӗсемпе те паллаштараççӗ. Çапла чемпионат хăнисем мари халăхӗн республика шайӗнчи Çимӗкне, тутарсен Сабантуйне, чăвашсен Уявне, Çырчаллинче вырăссен Иван Купалине, кӗрешӗнсен Питравне тата ытти уявсене çитсе курӗç.

 Туслăх çурчӗн мундиаль вăхăтне хатӗрленӗ тепӗр культура программи вăл  «Атăл – тăнăçлăх юханшывӗ» экспедици.  Вăл – ытти регионсенчен теплоходпа тӗрлӗ  хуласене çулçӳреве тухнисене Хусанти юханшыв портӗнче хавслăн кӗтсе илесе хула тăрăх экскурси йӗркелесси, Туслăх çурчӗпе паллаштарасси.  Ку йăла Туслăх çурчӗн пӗр çул кăна мар ӗнтӗ. Чемпионат вăхăтӗнче те кун пек экспедицисене те йышăнаççӗ.  Пӗлтӗр çак тӗлӗшӗпе Туслăх çурчӗ Атăлçи тăрăхӗнчи культура центрӗпе килӗшӳ те тунă. Экспедицисене кӗтсе илмелли программăра кăçал та республикăри халăхсен культурипе паллаштаракан концерт пулать. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана