Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кăчкă праçникӗ

Март уйăхӗнче кунпа çӗр тупăшаççӗ. Хӗвел кунран-кун çӳлелле хăпарса çӗре ăшăтать, юра ирӗлтерме пуçлать. Ваттисем сăнанинчен: Мартăн 20-мӗшӗнче вăрман хуралсан та ăшăтасса. Мартăн 21-мӗшӗ - кăчкă праç­никӗ. Çав кун пӗлӗтсем çӳлте тата хăвăрт шăваççӗ-тӗк - лайăх çанталăка. Мартăн 22-мӗшӗнче тăри, шăн­кăрчсем вӗçсе килессине кӗт­мелле. Мартăн 23-мӗшӗ - çурт патне кӳлленнӗ...

Март уйăхӗнче кунпа çӗр тупăшаççӗ. Хӗвел кунран-кун çӳлелле хăпарса çӗре ăшăтать, юра ирӗлтерме пуçлать. Ваттисем сăнанинчен:
Мартăн 20-мӗшӗнче вăрман хуралсан та ăшăтасса.
Мартăн 21-мӗшӗ - кăчкă праç­никӗ. Çав кун пӗлӗтсем çӳлте тата хăвăрт шăваççӗ-тӗк - лайăх çанталăка.
Мартăн 22-мӗшӗнче тăри, шăн­кăрчсем вӗçсе килессине кӗт­мелле.
Мартăн 23-мӗшӗ - çурт патне кӳлленнӗ шыва уçса ямалла, унсăрăн тӗпсакайне кӗрсе каять. Шăпах çак кун пӗрремӗш хут аслати авăтма пултарать.
Мартăн 24-мӗшӗ - сăртсем, çырансем хӗрринче ама хупахӗ чечек çурчӗ-тӗк - ăшăтасса.
Мартăн 25-мӗшӗ - çак кун тӗт­реллӗ пулсан сӗлӗ ăнса пуласса.
Мартăн 26-мӗшӗнче упа вă­ранать. Хӗвел хытăрах хӗртме тытăнать.
Мартăн 27-мӗшӗ - çак кун кил­ти выльăхсене тасатнă, ку­çă­хас­­ран тӗтӗрнӗ.
Мартăн 28-мӗшӗ - кун вăрăмланма пуçлать.
Мартăн 29-мӗшӗ - çуна кунӗ. Çак кун çунасене пуçтарса хунă, урапана кăларнă.
Мартăн 30-мӗшӗнче омшарникран вӗллесене кăлармалли кун.
Мартăн 31-мӗшӗнче тăм та ӳкме пултарать-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев