Каллех хаксем ӳсеççӗ
Тутарстанра 2018 çул тăршшӗпех коммуналлă услугăсен тарифӗсем 4,2 процентран ытла ӳсмӗç, тесе пӗлтернӗ ТР Тарифсемпе патшалăх комитечӗн пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче. Ларăва ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин хутшăннă. Иртнӗ çулта ведомство 8 пин ытла тарифпа, регионти ÇКХ услугисен 130 пин кăтартăвӗпе йышăнусем тунă. Комитет председателӗ Марат Хуснуллин пӗлтернӗ тăрăх, тарифсене организацисен тăкакӗсене кура...
Тутарстанра 2018 çул тăршшӗпех коммуналлă услугăсен тарифӗсем 4,2 процентран ытла ӳсмӗç, тесе пӗлтернӗ ТР Тарифсемпе патшалăх комитечӗн пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче. Ларăва ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин хутшăннă. Иртнӗ çулта ведомство 8 пин ытла тарифпа, регионти ÇКХ услугисен 130 пин кăтартăвӗпе йышăнусем тунă. Комитет председателӗ Марат Хуснуллин пӗлтернӗ тăрăх, тарифсене организацисен тăкакӗсене кура палăртнă. Законпа тарифсем кăçал июлӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа федераллă правительство палăртнă индексран тухса каймасăр улшăнаççӗ.
Çапла вара июль уйăхӗнчен элекричество (кВт) - 3,69; ăшă энергийӗ (Гкал) - 1699,8; шыв (куб.м) - 24,45, хура шыва кăларни (куб. м) 17,93 тенке çитет.
ФАС йышăннă хыççăн патшалăх комитечӗ июлӗн 1-мӗшӗнчен газăн хакне те 3,4 процента ӳстерет.Аса илтертпӗр ÇКХ услугисен хакне 2017 июль уйăхӗнче те 4,2 процента ӳстернӗччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев