Каллех Африка мурӗ-и? Ăçтан?
Кайăк-кӗшӗк грипӗпе республикăра лару-тăру йӗркеленсе кăна пырать-ха, акă каллех Африка мурӗ хăй çинчен аса илтерчӗ...
Выльăх-чӗрлӗхпе кайăк-кӗшӗк чирӗсем ял çыннине кăçал тарăхтарсах çитерчӗç. Ăçтан кăна тупăнаççӗ пуль чирӗсем, хальччен каплах аптратман вӗт. Кайăк-кӗшӗк грипӗпе лару-тăру йӗркеленсе кăна пырать-ха, акă каллех Африка мурӗ хăй çинчен аса илтерчӗ. «Татар-информ» ИА interfax хыпарӗ çине таянса пӗлтернӗ тăрăх, Россельхознадзор Тула, Мурманск, Екатеринбург, Липецк, Воронеж облаçӗсенчи тата Тутарстанри суту-илӳ комплексӗсенче Африка мурӗ вирусӗллӗ аш-какая асăрханă.
Ученăйсем пӗлтернӗ тăрăх, ку вирус çыншăн хăрушă мар, анчах та вирус пӗрмай мутациленнине кура чирлӗ чӗрчунсенчен пăрăнма тăрăшмалла. ( «Аталан» ушкăн сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев