Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусан ют çӗршыв блогерӗсене йышăнать

Хусана, Свияжск утрав хулана тата Иннополиса ют çӗршыв блогерӗсем çитсе кураççӗ.

Тутарстан Халăхӗсен Туслăх çурчӗн порталӗ хальхи вăхăтра журналистсемпе блогерсенчен заявка  йышăнать. Июнӗн 4 – 6-мӗшӗсенче Хусанта «Ют çӗршыв блогерӗсен экспедицийӗ» ирттерме палăртнă. Мероприятин тӗллевӗ -  хӗвел анăçри паллă блогерсене Раççейпе Тутарстана хамăр мӗнле курнă пек кăтартасси.  Блогерсене Хусанта ТР Халăхсен ассамблейипе, Туслăх çурчӗн проекчӗсемпе, «Националный вопрос – вопросы и ответы» телекăлармăпа паллаштарӗç.  Хусан хулине, кунти спорт объекчӗсене, Свияжск утрав хулана, Иннополис хулине кăтартӗç, наци кухнин апат-çимӗçне астивтерӗç. Сăмах май, Хусана блогерсенчен пӗр пайӗ кăна çитсе курӗ. Мӗншӗн тесен июнӗн 1-10-мӗшӗсенче Раççее тӗнчери 50 блогер Раççей культурипе, кулленхи пурнăçне тӗпчеме килет. Вӗсем 5 командăна пайланса чемпионат иртекен виçӗ хула  тăрăх иртеççӗ. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев