Хусанта чӗрчунсем те футбол пăхаççӗ
Хусан (Казань)

Хусанта чӗрчунсем те футбол пăхаççӗ

Хусанти ипподром çывăхӗнче, «21 век» пурăнмалли комплексăн картишӗсенче хир сысни çӳрет.

Çак кунсенче Хусанта хир сыснисем ирӗклӗнех çӳренине иртен-çӳренсем телефонсем çине ӳкерсе соцсетьсене лартнине хыпарлать «Татар-информ». Чӗрчунсем Хусанти ипподром çывăхӗнче, «21 век» пурăнмалли комплексăн картишӗсенче лăпкăн кăна çӳренӗ иккен. Мӗнрен-тӗр хăрани палăрман. Мӗн хистенӗ-ха хир сыснисене вăрмантан тухма? Хуравӗ пӗрре – ахăртнех вӗсен те пысăк футбол уявӗнчен айккинче юлас килмен. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).


 


Происшествия

Нет комментариев