Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чечек кăна мар

(Ирина Кузьмина). Пиртен нумайăшӗ люпина чечек пек кăна пӗлет, тӗрӗссипе вăл пăрçа йышши культура. Пахалăхӗпе сойăран та ирттерет. Эппин, выльăх апачӗ çумне лайăх хушăм. Çитменнине сойăпа танлаштарсан, пирӗн климатра лайăхрах та ӳсет. Хальхи вăхăтра люпин культурăна «Агросила Групп» агрохолдинг акса илет. Люпин лаптăкне сисӗнмеллех ӳстерме шутлаççӗ. ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç...

(Ирина Кузьмина). Пиртен нумайăшӗ люпина чечек пек кăна пӗлет, тӗрӗссипе вăл пăрçа йышши культура. Пахалăхӗпе сойăран та ирттерет. Эппин, выльăх апачӗ çумне лайăх хушăм. Çитменнине сойăпа танлаштарсан, пирӗн климатра лайăхрах та ӳсет. Хальхи вăхăтра люпин культурăна «Агросила Групп» агрохолдинг акса илет. Люпин лаптăкне сисӗнмеллех ӳстерме шутлаççӗ.

ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗн çумӗ И.Габрахманов пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанра çитес вăхăтра люпин тирпейлекен производствăна та хута ярасшăн. Завод Кукмор районӗнче вырнаçӗ. Проекта хăçан пурнăçласси, производство калăпăшӗ пирки калаçма хальлӗхе иртерех-мӗн, мӗншӗн тесен хатӗрленӳ ӗçӗсем кăна пыраççӗ. Çапах та компани-инвесторăн представителӗсем Кукмор районне килсе завод валли вырăн пăхса кайнă та ӗнтӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев