Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Мӗншӗн пире намăс, тутарсене – çук?

Чăвашсем тăван чӗлхе кирлӗ мар тесе унран пăрăннă вăхăтра тутарсем чӗлхине Европăра сараççӗ. «Татар-информ» ИА «Крымские новости QHA» хыпарӗ çине таянса пӗлтернӗ тăрăх, çак кунсенче Румынири Констанца хулинчи Овидия университетӗнче историпе политологи факультечӗн никӗсӗнче «Турккă тата тутар историйӗсем» кафедра ӗçлеме пуçланă. Чăн та, ăна Турци Республикин Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Çыхăну...

Чăвашсем тăван чӗлхе кирлӗ мар тесе унран пăрăннă вăхăтра тутарсем чӗлхине Европăра сараççӗ. «Татар-информ» ИА «Крымские новости QHA» хыпарӗ çине таянса пӗлтернӗ тăрăх, çак кунсенче Румынири Констанца хулинчи Овидия университетӗнче историпе политологи факультечӗн никӗсӗнче «Турккă тата тутар историйӗсем» кафедра ӗçлеме пуçланă. Чăн та, ăна Турци Республикин Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Çыхăну тытассипе тата координацилессипе ӗçлекен агентстви пулăшнипе уçнă-ха. Апла пулин те - факт. ТР Президенчӗн Р.Миннихановăн темиçе çул каяллах: «Тутар пулма паян намăс мар», - тенӗ сăмахӗсемпе мӗнле килӗшмӗн-ха капла?

Овидия университетăн историпе политологи факультетӗнче 2014 çултанпа тутарсен историне вӗрентеççӗ-мӗн. Çӗнӗ кафедра вара ку ӗçе тата анлăлатӗ, кунта тутар халăх историне кăна мар, этносăн политикăпа социаллă пурнăçне, культурине, Румынири тутар обществин наци пурнăçӗ мӗнле хастарланнине тӗплӗн вӗренӗç. Мӗнех калăн, маттур тутарсем. Чăвашсем эпир анне чӗлхине мӗншӗн сумран кăлартăмăр-ши?!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев