М.Шаймиев: "Пуш сăмах нумай илтрĕмĕр"
ТР Патшалăх канашçи Минтимер Шаймиев мăшăрĕпе пĕрле паянхи сасăлава хутшăннă. Журналистсемпе калаçнă чухне вăл хăйĕн шухăшĕсене пĕлтернĕ: "Пире яваплăрах пултарас килет. Вăхăтсем çăмăлах мар, политикăра та, экономика сферинче те. Çавăнпа та эпир камгăн хамăрăн сасăсене паратпăр, çавсен нихçанхинчен яваплăрах пулмалла. Эпир хамăр та куртăмăр, эсир те асăрхарăр пуль: РФ Патшалăх...
ТР Патшалăх канашçи Минтимер Шаймиев мăшăрĕпе пĕрле паянхи сасăлава хутшăннă. Журналистсемпе калаçнă чухне вăл хăйĕн шухăшĕсене пĕлтернĕ: "Пире яваплăрах пултарас килет. Вăхăтсем çăмăлах мар, политикăра та, экономика сферинче те. Çавăнпа та эпир камгăн хамăрăн сасăсене паратпăр, çавсен нихçанхинчен яваплăрах пулмалла. Эпир хамăр та куртăмăр, эсир те асăрхарăр пуль: РФ Патшалăх Думинче пĕр созыв кăна ĕçлемен хăш пĕр парламент партийĕсен ертÿçисем çак суйлав умĕнхи кампанире нимĕн çĕннине те каламарĕç. Популизм нумай пулчĕ, кама-тăр налогсенчен е ÇКХ тÿлевĕсенчен хăтарма шантарнисем тата ытти те. Çакăн пек япаласем çинчен калама кăна çăмăл. Анчах та парламента кĕрекен партисен хăйсен яваплă йышăну тумалла пулать, çав шутра çĕршыв бюджечĕ пирки те, унăн хÿтĕленме пултараслăхĕ пирки те, раççей обществин пĕтĕмĕшле аталанăвĕ пирки те."
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев