Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Олимпиада ҫӗнтерӳҫи Савгачевӑри П.Васиков

ЧР Вӗрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чӗлхипе тата литературипе пуçласа пӗрремӗш хут тӗнче шайӗнче ирттернӗ олимпиадин çӗнтерӳçисене тата вӗсен вӗрентекенӗсене июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта чысланӑ. Вӗрентӳ тата çамрăксен политикин министрӗ Юрий Николаевич Исаев шкул ачисене дипломсем, парнесем, вӗрентекенсене Хисеп хучӗсем парса тав тунă. Ҫаплах вӗсене Чăваш Патшалăх Канашӗн депутачӗ Олег...

ЧР Вӗрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чӗлхипе тата литературипе пуçласа пӗрремӗш хут тӗнче шайӗнче ирттернӗ олимпиадин çӗнтерӳçисене тата вӗсен вӗрентекенӗсене июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта чысланӑ.

Вӗрентӳ тата çамрăксен политикин министрӗ Юрий Николаевич Исаев шкул ачисене дипломсем, парнесем, вӗрентекенсене Хисеп хучӗсем парса тав тунă. Ҫаплах вӗсене Чăваш Патшалăх Канашӗн депутачӗ Олег Александрович Дельман, «СВ-Пресс» издательство ушкăнӗн директорӗ, ЧР Журналистсен союзӗн членӗ Александр Николаевич Вражкин саламласа парнесем панӑ. Чăваш патшалăх гуманитари институчӗнчен те ятарлă парнесем пулнă.

Чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗрремӗш пӗтӗм тӗнче олимпиадинче пирӗн ачасем те палăрнине савӑнса пӗлтеретпӗр. Аксу районӗнчи Савгачево шкулӗн вӗренекенӗ Павел Васиков (вӗрентекенӗ - Галина Николаевна Максимова) - çӗнтерӳçӗ, Çӗпрел районӗнчи Хурăнвар-Шăхаль шкулӗн вӗренекенӗ Алина Клементьева (вӗрентекенӗ Галина Николаевна Сандиярова) призер пулнă. Саламлатпăр, маттур! Ачасене,вӗсен вӗрентекенӗсене малашне те çакăн пек пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçусем сунатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев