Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пирӗн Оля «Мини-мисра»!

Майăн 16-мӗшӗнче Хусанти филармонире иртнӗ XVII «Мини-мисс Татарстан – 2018» республика конкурсне пуçласа чăваш хӗрачи те хутшăнса «Туслăх» номинацин çӗнтерӳçи пулчӗ.

( Ирина Трифонова). Майăн 16-мӗшӗнче Хусанти филармонире XVII «Мини-мисс Татарстан – 2018» республика конкурсӗ чаплăн иртсе кайрӗ. Кăçал унта Ешӗлвар, Анат Кама, Лайăш, Пăлхар, Елабуга хулисенчен пӗчӗк хӗрсем хутшăнчӗç, пуринчен ытларах, паллах, Хусантан.

Конкурс çак çулсем хушшинче туссемпе аванах пуянланнă, партнерсемпе спонсорсем хушшинче паллă çынсемпе компанисем нумайччӗ. Жюри йышӗ те сумлă – унта культурăпа искусство çыннисем, бизнесменсем, обществăлла ӗçченсем пулчӗç. Çавсен хушшинче ТР Юрăпа ташă патшалăх ансамблӗн тӗп балетмейстерне Раиля Гариповăна, паллă дизайнера Султан Сулейманова палăртса хăвармалла, жюри председателӗ яланхи пекех «Мисс Татарстан» организацин президенчӗ Изольда Сахарова пулчӗ.

Жюрие ку хутӗнче тата та йывăра килчӗ пулмалла. Сцена çине пӗринчен тепри пултаруллăрах та маттуртарах, хитререх шӗмпӗлккесем тухрӗç. Конкурс йӗркипе пӗрремӗш дефилепе тухнă хыççăн пӗчӗкскерсем хăйсемпе паллаштарчӗç. Мӗнле кăна интереслӗ май шыраса тупман-ши? Раççей кăçал футболпа тӗнче чемпионатне йышăннипе те усă куракансем пулчӗç. Ытларах визиткăсем ачан пултарулăхӗпе çыхăнчӗç, тӳрех палăрать кам ташăпа, кам спортпа, кам искусствăпа е тата мӗн-тӗр урăххипе интересленни. Кунта ӗнтӗ амăшӗсем тăрăшни палăрать.

Творчествăлла номерсем тата та интереслӗрех пулчӗç. Юрларӗç те, ташларӗç те, сценкăсем те кăтартрӗç. Тӗлӗнмелле те, нумай хӗрпӗрчи Инди ташшине ташларӗ. Тутар, вырăс, казах культурипе паллаштаракансем те пулчӗç. Мӗнлерех талантлă ачасем çитӗнеççӗ пирӗн республикăра тесе савăнса пăхса лартăмăр.

Кăçал çак конкурса пуçласа чăваш хӗрачи те хутшăнчӗ – Оля Якличева. Вăл Спас районӗнчи Пăлхар хулинчен килнӗ. Зона тапхăрӗнче вăл çӗнтернине хаçатра эпир çырнăччӗ. Оля хăйне питӗ те маттур кăтартрӗ, творчествăлла номер валли вăл чăваш юррине суйласа илнӗ, тумтирӗ те чăвашлахчӗ. Тивӗçлӗ курăнчӗ вăл сцена çинчен. Çакна жюри те палăртмасăр хăвармарӗ. Оля «Туслăх» номинацин çӗнтерӳçи пулчӗ.

« Ачасене аталантармаллах. Пире, ял çыннисене, йывăртарах пулин те пурпӗрех çакăн йышши мероприятисене хутшăнма тăрăшмалла. Хула ачисенчен ялтисем самай уйрăлса тăраççӗ, пирӗн хамăра шанни çук. Унсăрăн вара пурнăçра йывăра килет. Çавăнпа хӗре хутшăнтарас терӗм те. Конкурс хыççăн кун пирки Изольда Сахаровăпа та калаçса илтӗмӗр. «Чăваш культури пуян, сире хăвăра кăтартма, хаклама пӗлменни чăрмантарать. Вăтанмалла мар. Хăвăра ыттисенчен аяла та хумалла мар. Мӗнрен кая эсир ыттисенчен? Пурте пур сирӗн. Пуçа çӗклемелле те – малалла», – терӗ вăл. Хӗрӗмшӗн ку питӗ пысăк опыт пулчӗ. Вăтанни вăйлă курăнатчӗ маларах. Кайран пăхатăп та – репетицисенче хăюлланма пуçларӗ. Номинаци çӗнтерӳçи пулнипе эпир питӗ савăнтăмăр. Ольăна малашне çак çитӗнӳ вăй парса пулăшса пырӗ тетӗп», – савăннине пытармасăр уççăн калаçрӗ Валентина Михайловна конкурс хыççăн тӗл пулсан. Вăл кăна мар, пӗтӗм Тутарстан чăвашӗ савăнать вӗсемпе пӗрле!

«Мини-мисс Татарстана – 2018» конкурса кăçал 31 хӗрпӗрчи хутшăнчӗ. Залра ларакан ашшӗ-амăшӗсенчен кашни, паллах, хăй тӗпренчӗкӗ çӗнтерессе кӗтрӗ, шанчӗ. Анчах конкурс конкурсах, чи пултарулли те илемли пӗчӗк мисс коронине тивӗçет. Вăлах республика ятне каярахпа Раççей, унтан тӗнче шайӗнчи конкурссене хутшăнса хӳтӗлӗ. Жюри çӗнтерӳçӗсене палăртнă хушăра эпир иртнӗ çулсенчи конкурссен çӗнтерӳçисен тата «Дорога из города» ташă ушкăнӗн концерт номерӗсене курса савăнтăмăр.

«Мини-мисс Татарстана – 2018» ята Анат Кама хӗрачи Олеся Фардиева (10 çулта) çӗнсе илчӗ. «Мини-мисс Казань – 2018» ята Марьям Сабирова (Хусан, 8 çулта) тивӗçрӗ. I, II принцессăсем вара Милана Илюхинăпа (9 çулта, Хусан), Азалия Шигапова (11 çулта, Хусан) пулчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев