Пӗр хыпарӗ те чăнпа тӳр килмен
ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Мидхат Шагиахметов сăмахӗсем тăрăх, республикăра суйлав йӗркине пăсни çинчен пӗлтернӗ 67 хыпартан пӗри те чăнпа тӳр килмен. Кашни хыпара çийӗнчех тӗрӗсленӗ-мӗн. Председатель пӗлтернӗ тăрăх, кунашкал хуть мӗнле хыпар та массăллă хыпар хатӗрӗсем, социаллă сетьсем урлă-и, телефонпа килет-и - вырăна çитсех тӗрӗслемелли сăлтав. Анчах та Тӗп...
ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Мидхат Шагиахметов сăмахӗсем тăрăх, республикăра суйлав йӗркине пăсни çинчен пӗлтернӗ 67 хыпартан пӗри те чăнпа тӳр килмен. Кашни хыпара çийӗнчех тӗрӗсленӗ-мӗн. Председатель пӗлтернӗ тăрăх, кунашкал хуть мӗнле хыпар та массăллă хыпар хатӗрӗсем, социаллă сетьсем урлă-и, телефонпа килет-и - вырăна çитсех тӗрӗслемелли сăлтав. Анчах та Тӗп суйлав комиссине килнӗ 67 хыпартан пӗри те чăнпа тӳр килмен. Хăш-пӗр хыпара тӗслӗхе те илсе кăтартнă вăл. «Хăш-пӗр суйлав участокӗнче видеокамерăсем çуккине хыпарларӗç, унта камера пулмалла та мар (суйлавçăсем сахал участоксенче видеокамерăсем лартман. - Ред.). Тепӗр участокра вара хӗрарăм бюллетене урнăн хушăкне пӗрремӗш хутӗнчех лектереймен. Сăнавçăсене ку вăл бюллетене пăрахнă пек туйăннă. Йăлтах тӗрӗслерӗмӗр, пӗр факт та тӳрре килмерӗ»,- тенӗ вăл кун пирки.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев