Пурин валли те пӗр пек майсем
Сывлăх енчен çирӗп пулманни тулли пурнăçпа пурăнмалла мар тенине пӗлтермест. Шăпах инвалидсене пулăшас тӗллевпе республикăра «Доступная среда» программа ӗçлет. Юлашки çичӗ çулта 872 объекта (сывлăх сыхлав, социаллă хӳтлӗх, ӗçпе тивӗçтерекен, пӗлӳ паракан, культура учрежденийӗсем, тата ытти те) чăрмавсăрах кӗмелли майсем туса панă. Суккăррисемпе япăх куракансем валли 1710 подъезда, çул урлă...
Сывлăх енчен çирӗп пулманни тулли пурнăçпа пурăнмалла мар тенине пӗлтермест. Шăпах инвалидсене пулăшас тӗллевпе республикăра «Доступная среда» программа ӗçлет. Юлашки çичӗ çулта 872 объекта (сывлăх сыхлав, социаллă хӳтлӗх, ӗçпе тивӗçтерекен, пӗлӳ паракан, культура учрежденийӗсем, тата ытти те) чăрмавсăрах кӗмелли майсем туса панă. Суккăррисемпе япăх куракансем валли 1710 подъезда, çул урлă каçмалли вырăнсене тата куç енчен инвалидсем пурăнакан 30 çурта ятарласа адаптациленӗ.
2017 çулта «Доступная среда» программăна пурнăçа кӗртме 100,5 миллион тенкӗ тăкакланă, 108 объектра инвалидсем валли майсем туса панă. 2018 çулта тата 25 объекта вӗсем чăрмавсăрах кӗрӗç. Çак ӗçсем валли 26,9 миллион тенкӗ укçа уйăрнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев