Сувар

г. Казань

18+
Хусан (Казань)

Red Bull Air Race 90 пин çын курчӗ

Иртнӗ канмалли кунсенче Хусан çыннисенчен никам та килте чăтса лараймарӗ пуль. Виçӗ кун Казанка çийӗн Red Bull Air Race сывлăшри гонкăпа тӗнче чемпионачӗ иртрӗ. Çак кунсенче ăна пурӗ 90 пин çын килсе курнине хыпарлать Спорт тата социаллă проектсен дирекцийӗ. Аслисемшӗн кăна мар, чи пӗчӗккисемшӗн те лайăх кану парни пулчӗ вăл....

Иртнӗ канмалли кунсенче Хусан çыннисенчен никам та килте чăтса лараймарӗ пуль. Виçӗ кун Казанка çийӗн Red Bull Air Race сывлăшри гонкăпа тӗнче чемпионачӗ иртрӗ. Çак кунсенче ăна пурӗ 90 пин çын килсе курнине хыпарлать Спорт тата социаллă проектсен дирекцийӗ. Аслисемшӗн кăна мар, чи пӗчӗккисемшӗн те лайăх кану парни пулчӗ вăл. Вырсарникун та акă, çумăрлă çанталăка пăхмасăр Казанка акваторийӗн çыранӗсенче ура пусма та вырăн çукчӗ. Хусан пысăк мероприятисем ирттерме вӗренсе çитрӗ ӗнтӗ, çавăнпа хальхинче те мӗнпур хăрушсăрлăх мерисене йышăннăччӗ. Набережная урама та, «Казан» çемье центрӗ патне те куракансене тӗрӗслесе кăна кӗртрӗç. Нумайăшӗ Кремль стени çумӗнче те вырăн йышăннăччӗ.

Асăнса хăвармалла, авиагонка чемпионачӗ пирӗн хулара кăна мар, Раççейӗпе те пӗрремӗш хут иртрӗ. Çапла вара виçӗ кун пилотсем пысăк хăвăртлăхпа 25 метр çӳллӗш юпасене иртсе, сывлăшра пысăк ункăсем туса вӗçнине сăнарăмăр.

20 пилот хăйӗн ăсталăхне кăтартрӗ. Çапах та Кирби Чемблисса (Америка) çитекенни пулмарӗ. Вăл Хусантан черетлӗ тӗнче чемпионӗ пулса килне кайрӗ. Иккӗмӗш вырăна Пит Маклауд (Канада), виççӗмӗшне Майкл Гулиан (Америка) йышăнчӗç. Кенни Чан (Китай) вара Challenger кубокне çӗнсе илчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев