Сасăран тӳрех уйăрса илме çук
Мартăн 5-мӗшӗнче Фарида Файзуллинăпа пире савăнтарма килнӗ Алена Алексеевăпа Александр Аресентьев юрăçсемшӗн, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ çумӗнчи «Вираж» ташă ушкăнӗшӗн те Хусанти пӗрремӗш концерт пулчӗ ку. Александр Арсентьев мӗнле юрлани, хăйне тыткалани тепӗр чăваш эстрада çăлтăрне Александр Васильева аса илтернине те асăрхарӗç куракансем. Çавăнпа хăшӗ-пӗри: «Ку каччă Александр Васильевăн...
Мартăн 5-мӗшӗнче Фарида Файзуллинăпа пире савăнтарма килнӗ Алена Алексеевăпа Александр Аресентьев юрăçсемшӗн, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ çумӗнчи «Вираж» ташă ушкăнӗшӗн те Хусанти пӗрремӗш концерт пулчӗ ку.
Александр Арсентьев мӗнле юрлани, хăйне тыткалани тепӗр чăваш эстрада çăлтăрне Александр Васильева аса илтернине те асăрхарӗç куракансем. Çавăнпа хăшӗ-пӗри: «Ку каччă Александр Васильевăн тăванӗ мар-и?» - тесе те иккӗленчӗç. Эпир вара кун çинчен çамрăк артистран хăйӗнчен ыйтас терӗмӗр. «Хусан сцени çинче эпӗ пӗрремӗш хут. Сцена çине тухсанах куракансен сăн-питӗнче йăл кулă курнипе-и, хам та савăнса кайрăм. Манăн та çавăн пекех йăл кулса юрлас килчӗ. Александр Васильев пирки калас пулсан, кунта вăрттăнлăх мар, эпир пӗрле ӗçлетпӗр, вăл манăн ӗçтеш, нумай пулмасть пӗрле юрă çыртартăмăр. Пирӗн малашнехи плансем пысăк, пӗр юрăпа кăна çырлахмастпăр тата темиçе юрă çыртарасшăн»,- терӗ вăл.
Палăртса хăварар, хăйӗн командине те пӗлсе пухнă Фарида. Юррисем жанр енчен те пӗрешкелчӗ. Çавăнпа та икӗ сехете тăсăлнă концерт сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев