Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тăтăшах «салтака каякансене» малашне ӗçре тытмаççӗ

Ӗçнине, туртнине тата наркотикпа туслă пулнине малашне пытарма май килмӗ. Раççей сывлăх сыхлав министрӗ, тӗп психиатр Евгений Брюн Раççей çыннисене ӗç вырăнӗнчех тест ирттерсе тӗрӗслеме тытăнассине пӗлтернине хыпарлать «Известия» хаçат. Министр сăмахӗсем тăрăх, кун пек тестсене Новолипецк заводӗнче тата ытти предприятире усă кураççӗ. Сăмах кунта хальлӗхе хăрушă производствăсем çинчен кăна...

Ӗçнине, туртнине тата наркотикпа туслă пулнине малашне пытарма май килмӗ. Раççей сывлăх сыхлав министрӗ, тӗп психиатр Евгений Брюн Раççей çыннисене ӗç вырăнӗнчех тест ирттерсе тӗрӗслеме тытăнассине пӗлтернине хыпарлать «Известия» хаçат.

Министр сăмахӗсем тăрăх, кун пек тестсене Новолипецк заводӗнче тата ытти предприятире усă кураççӗ. Сăмах кунта хальлӗхе хăрушă производствăсем çинчен кăна пырать-ха, анчах пурăна-киле мӗнпур предприяти-организациех пырса тивӗ.

«Ăçта арçынсем ӗçлеççӗ, унта психоактивлă япаласемпе усă курса анракансем нумай. Наркотиксемпе сахалрах, мӗншӗ тесен наркомансем ӗçе çӳремеççӗ. Ӗçлекеннисен хушшинче пысăк проблема алкоголизм тата пирус туртни», - тенӗ Брюн.

Çавăнпа малашне коллективлă килӗшӳсенче алкоголизмпа пирус туртассин профилактикин пунктне кӗртӗç. Мӗншӗн тесен специалистсем ӗçлеме юрăхлă вăйпитти нумай арçын алкоголизмпа наркоманирен ир вилесси ӳссе пынине асăрхаттараççӗ. Ӗçрех тестсем ирттерме тытăнсан, паллах, тăтăшах «салтака каякан» (хăтăлакан, ӗçерӗнекен е Бакăва каякан) сотрудниксене ӗçре тытăнса тăма май пулмӗ.(Сăнӳкерчӗк http://portal-kultura.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев