Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Вилӗмсӗр полкăн» маршручӗ улшăнмасть

Хусанта «Вилӗмсӗр полк» акци майăн 9-мӗшӗнче 15 сехетре пуçланать. Çак вăхăта пӗр ахаль суйламан, пӗрремӗшӗнчен, вăл Хусан «Вилӗмсӗр полк» пӗтӗм Раççей акцине хутшăннипе, иккӗмӗшӗнчен, хăрушсăрлăх режимне пăхăннипе çыхăннă. Мӗншӗн тесен ун умӗн Хусан гарнизонӗнчи çар подразделенийӗсен парачӗ пулать. Çавна кура «Вилӗмсӗр полка» хутшăнакансен акцие пуçтарăнмалли вырăнсене çитме вăхăт çителӗклӗ юлмалла....

Хусанта «Вилӗмсӗр полк» акци майăн 9-мӗшӗнче 15 сехетре пуçланать. Çак вăхăта пӗр ахаль суйламан, пӗрремӗшӗнчен, вăл Хусан «Вилӗмсӗр полк» пӗтӗм Раççей акцине хутшăннипе, иккӗмӗшӗнчен, хăрушсăрлăх режимне пăхăннипе çыхăннă. Мӗншӗн тесен ун умӗн Хусан гарнизонӗнчи çар подразделенийӗсен парачӗ пулать. Çавна кура «Вилӗмсӗр полка» хутшăнакансен акцие пуçтарăнмалли вырăнсене çитме вăхăт çителӗклӗ юлмалла.

«Вилӗмсӗр полкăн» маршручӗ, тӗпрен илсен, улшăнмасть. Хусанта, тӗслӗхрен, çынсем (13.30 сехетрен) Карл Маркс урамӗнче Горький, Толстой, Муштари урамӗсемпе хӗресленнӗ вырăнсенче пухăнӗç. Унтан колонна Карл Маркс урамӗнчен Лобачевский урамне тухса Хура кӳлӗ парк çумӗпе иртӗ, унтан Кремлевский урмӗпе Майăн 1-мӗшӗ тӳреме тухса Хусанăн 1000 çуллăхӗ тӳреме анать. Маршрутăн пӗтӗмӗшле вăрăмăшӗ 2 километр пулӗ, чи малта «СОЮЗ - Çӗнтерӳ еткерçисем» халăхсем хушшинчи çамрăксен вӗрентӳ проектне хутшăнакансем, 50 ытла хуларан 600 çын, 200 тăваткал метр лаптăклă Çӗнтерӳ ялавне йăтса пырӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев