Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вӑтам ӗмӗрте пулса курас килет-и?

«Аслă Пăлхар» вăтам ӗмӗрсенчи çапăçу фестивалӗн пӗрремӗш кунӗ августăн 12-мӗшӗнче ирхине 10 сехетре «Картишсен çапăçăвӗпе» уçăлать. Унтан ут турнирӗ, бугурт (вăтам ӗмӗрсенчи массăллă çапăçу), пӗччене пӗччен çапăçассипе Джон турнирӗ тата Европа чемпионачӗн суйлав тапхăрӗ иртет. 20.30 сехетре Teufelstanz фолк-рок ушкăнăн концерчӗ, 21.30 минутра «Вут халапӗ» представлени. Кунсăр пуçне Европăн вăтам...

«Аслă Пăлхар» вăтам ӗмӗрсенчи çапăçу фестивалӗн пӗрремӗш кунӗ августăн 12-мӗшӗнче ирхине 10 сехетре «Картишсен çапăçăвӗпе» уçăлать. Унтан ут турнирӗ, бугурт (вăтам ӗмӗрсенчи массăллă çапăçу), пӗччене пӗччен çапăçассипе Джон турнирӗ тата Европа чемпионачӗн суйлав тапхăрӗ иртет. 20.30 сехетре Teufelstanz фолк-рок ушкăнăн концерчӗ, 21.30 минутра «Вут халапӗ» представлени.

Кунсăр пуçне Европăн вăтам ӗмӗрсен ташшисене, вырăс халăх юррисене, картана тăрса вăйă калнине, хӗç-пăшалпа ташланине тата авалхи тумсене те курăпăр. Вăтам ӗмӗрсен ташшисен, авалхи ремесласен мастер-класӗсене те йӗркелеççӗ. 10-19 сехетсенче халăх промыслин ӗçӗсен ярмарккисем ӗçлеççӗ. Кăмăл пуррисем авалхи ухăсемпе арбалетсенчен персе пăхма та пултараççӗ, вӗсем валли ятарлă тирсем йӗркелеççӗ.

Истори лагерьне вара 20-шер çынран тăракан ушкăнсемпе кăна кӗрсе кума пулӗ.

Августăн 13-мӗшӗнче ирхине 11 сехетре вăтам ӗмӗрсенчи çапăçусемпе клубсен командисен хушшинче иртекен Европа чемпионачӗн гран-прине кам çӗнсе илнине пӗлӗпӗр. 13 сехетре каллех бугурт йӗркелеççӗ. Тӗрлӗ ушкăнсен концерчӗ те пулать.

Сăмах май, 2016 çулта «Аслă Пăлхар» фестивале пурӗ 38 пин çын килсе курнă. 2015 çултипе танлаштарсан ку 46 процент нумайрах, ун чух фестиваль 26 пин çынна пухнă. Кăçалхи фестиваль тата интереслӗрех пуласса шантараççӗ, пурне те Пăлхар хулине (Спас районӗ) килсе курма чӗнетпӗр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев