Сувар

г. Казань

16+
Интервью, статьясем

Çӗнӗ шăпăр çӗнӗлле шăлать-и?

Юбилей каçӗнче эпир Сергей Петровпа паллашрăмăр, ертӳçӗн шухăш-кăмăлӗ çинчен ыйтса пӗлтӗмӗр.

– Сергей Владимирович, ансамбльшӗн 35 çул вăйпитти вăхăт, паллах, анчах шучӗпе сахал мар. Чи çутă, пархатарлă идейăсемпе пӗрлешнӗ коллективсенчен чылайăшӗ çак çула çитеймесӗр саланнă тӗслӗхсем пайтах.  «Шăнкăрав» йӗркеленнӗренпех ансамбле çӳрекенсем пур-и? 

– Пур ун пек çын, 77 çулхи Олег Васильевич Илюхин. Вăл чăнах та «Шăнкăрава» пӗрремӗш кунранах çӳрет.

– Чи асли миçерине пӗлнӗскер, чи çамрăкки пирки те ыйтас килет.

– Чи çамрăкки концертмейстер. Вăл 2024 çулта Анат Камăри Сара Садыкова ячӗллӗ музыка колледжӗнчи баян класӗнчен вӗренсе тухрӗ. Даниил Геннадьевич Батинов, 20 çулта.

– Эсир çӗнӗ ертӳçӗ. «Çӗнӗ шăпăр çӗнӗлле шăлать», – теççӗ халăхра. Ансамбль аталанăвӗнче улшăнусем пулӗç-и?

– Паян «Шăнкăравăн» юбилей каçӗ, паллах, концерт программине хатӗрленӗ чух тӗрлӗ çулсенче юрланă, куракана килӗшекен юрăсене кӗртрӗмӗр.  Борис Никитин, Надежда Ефремова, Николай Андреев çырнă юрăсем те пулӗç концертра. Малашне те ансамбль сулăмӗ улшăнмӗ, халичченхи пекех халăх юррисем те, уйрăм композиторсем хайланисем те программăра пулӗç. Пуррине улăштармасăр хальхи вăхăтри сулăмсемпе ытларах ӗçлемелле тесе шутлатăп, этно-фольклор, тӗслӗхрен, çамрăксемшӗн интереслӗрех пулассăн туйăнать. Ансамбле çӳрес текенсене те музыка пултарулăхне шута илмелле тесе шутлатăп. Анчах çак шухăшсене пурнăçлама вăхăт та кирлӗ. Çавăн пекех «Шăнкăрав» çумӗнче çамрăксен ушкăнне йӗркелес тӗллев те пур.

– Пӗр баянпа çеç çамрăксене илӗртме çук пулӗ. Яш-кӗрӗм интересленекен юрăсем, хальхи вăхăтри музыка инструменчӗсем пулмаллах пек. «Шăнкăрав» тăкакӗсене (тӗрӗс ăнланатăп пулсан) вара бюджет саплаштарать. Кун пек чухне эсир каланă илӗртӳллӗ ӗмӗтсене пурнăçлама хӗнтерех пулӗ?

– Çапла, пире чăнах та бюджетран укçа уйăрса пулăшса тăраççӗ.  Паллах, çак енӗпе ӗçлемеллисем пур. Грантсем çырмалла, пулăшу ыйтмалла тата хамăрăн та ӗçлесе илме вӗренмелле. 

– Сирӗн çинчен ытларах пӗлес килет. Халиччен ăçта ӗçленӗ эсир, çӗнӗ ертӳçе коллектив мӗнле йышăнчӗ?

– Ертӳçӗ çӗнни пулсан та «Шăнкăравра» эпӗ 2010 çултанпах концертмейстер пулса ӗçлерӗм. 2008 çулта «Шăнкăравпа» паллашрăм, тепӗр икӗ çултан ансамбльте ӗçлеме пуçларăм. 34№ чăваш гимназийӗнче те концертмейстер, аккомпаниатор пулса ӗçлеме тӳр килчӗ. Музыка шкулӗнче баян, гитара урокӗсене халӗ те илсе пыратăп. 

– Тӗллӗн-тӗллӗн «Шăнкăрав» 1989 çулта йӗркеленнӗ теççӗ. Эсир вара паян 35 çулхи юбилее паллă тăватăр, 36 çулта пулса тухать-çке е пӗрер çул çамрăкрах пуласшăн «Шăнкăрав»?

– Паян чăнах та 35 çулхи юбилей пирӗн. 1989 çул вӗçӗнче Анат Кама чăвашӗсем ансамбле чăмăртанма калаçса татăлнă, анчах 1990 çулта январь-февраль уйăхӗсенче пухăнса пӗрремӗш репетицисем ирттерме пуçланă.   

– Ăнăçу сунатăп сире.

 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура руководитель ансамбль Нижнекамск