Тӗтӗмсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ
Тутарстанăн чи лайăх пушарнăйӗ Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнать
РФ МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн Элметри 65-мӗш пушарпа çăлав чаçӗн çăлавçи Владимир Ильич Кожеманов Федерацин пушара хирӗç службин Тутарстанри ӗçченӗсен хушшинче нумаях пулмасть иртнӗ смотр-конкурсра «Республикăн чи лайăх пушарнăйӗ» номинацире çӗнтерчӗ. Иккӗмӗш çул тивӗçрӗ ентешӗмӗр çак хисеплӗ ята. Владимир Кожеманов Тутарстанăн 100 çуллăхне халалланă торжествăлла мероприятин (Хусан) хаклă хăни те пулчӗ. Ентешӗмӗре черетлӗ çӗнтерӳпе саламлас шутпа эпир ятарласах хăйӗнпе çыхăнтăмăр.
– Владимир, чăн малтан сире иккӗмӗш хут республикăн чи лайăх пушарнăйӗ пулнă ятпа саламлатпăр. Калăр-ха, ку конкурсра çӗнтерес тесен мӗн тума пӗлмелле çăлавçăн?
– Тавтапуç. Ку конкурс теори тата практика пайӗсенчен тăрать. Теорире медицина, техника, профилактика хатӗрлӗхӗ, ӗç сыхлавӗ, аварипе çăлав мероприятийӗсемпе çыхăннă ыйтусене хуравламалла. Практикăра вăхăтпа 1 çухрăма чупмалла, кӗске дистанцие каллӗ-маллӗ чупмалла, подтягивани, пушар çăлавӗнчи ятарлă йăлмака çыхмалла, 100 метра чăрмавсем урлă иртсе чупмалла, 4-мӗш хута алă вӗç чикмекӗпе чӳречерен чӳречене хăпармалла.
– Конкурса ятарласа хатӗрлентӗр-и е ку хăнăхусем кулленхи ӗçрен?
– Вӗсем йăлт кашни пушарнăй пӗлмелли япаласем, кашни сменăрах тумалли хăнăхусем.
– Çăлавçă ăсталăхне йăлтах алла илес тесен МЧСра миçе çул ӗçлемелле?
– Эпӗ акă 2005 çултанпа ӗçлетӗп. Çăлавçă стажӗ манăн 15 çул.
– Пушарнăйăн хăйӗн ӗçӗнче мӗн çинчен нихăçан та манма юрамасть?
– Ку е вăл лару-тăрура çухалса кайма, хăв мӗн тумаллине манма.
– Пушара сӳнтерме çитсен кашнин хăйӗн тивӗçӗ пуль-ха, сирӗн ак мӗнле тивӗç?
– Çапла, çапла. Пушарнăйсем тăватă пая пайланаççӗ: 1, 2, 3, 4-мӗш пожарный, пушар вăхăтӗнче пирӗн кашнин хăйӗн тивӗçӗ. Кам чикмекпе ӗçлет, кам пушар çаннине (рукавне) тăсать, виççӗмӗшӗ стволпа (шыв е кăпăк юхăмне çунакан çӗре ямалли хатӗр) ӗçлет тата ытти те. Тӗрӗссипе, пирӗн пушарнăйсен кашнин ӗçне лайăх пӗлмелле. Хуть хăçан та пӗр-пӗрне ылмаштарма пултармалла. Пушарнăйăн пӗтӗмӗшле тивӗçӗ – пушара сӳнтересси, çынсене çăласси, пурлăха сыхласа хăварасси, вута сӳнтернӗ хыççăн конструкцие сӳтесси.
– Ӗçри чи асра юлнă самант.
– Ялан мӗн-тӗр пулать те, çавăнпа ун çинчен шутлама питех тăрăшмастăн, аса илсе юлма та. Нурлат районӗнчи 125-мӗш пушар чаçӗнче ӗçленӗ чух Чиешни ялӗнче тухнă пушара сӳнтерме кайни асра юлчӗ. Ун чух пенсионерсем арăмӗпе упăшки çунса вилнӗччӗ...
– Сирӗн ӗç пурнăçшăн хăрушă, стреслă. ЧП пулсан канмалли кунсенче те тухмалла, ку профессие суйланине аçăр-аннӗр, тăвансем мӗнле йышăнчӗç?
– Унччен эпӗ Аксу районӗнчи Çӗнӗ Ӳсел шкулӗнче физкультура вӗрентеттӗм (шкул хыççăн Элметри физкультура техникумне пӗтернӗ, хальхи вăхăтра Атăлçи патшалăх физкультурăпа спорт академийӗнче куçăмсăр майпа вӗренет. – Авт.). Пушарнăй вăл çар çынни шутланать, çăмăллăхсем пур, тӗслӗхрен, 20 çул стаж пулсан пенсие кайма пулать, ӗç укçи те аванччӗ ун чух. Çавăнпа хирӗç пулмарӗç никам та.
– Çăлавçă ӗçне эсир Нурлатра пуçланине асăнтăр. Халӗ Элметре ӗçлетӗр, Беловкăрах пурăнатăр. Ӗçе 120 çухрăма çӳретӗр-и?
– Реформăна пула Нурлатри пушар чаçӗ çар статуслă пулма пăрахрӗ. Эпӗ – сержант. Манăн вара пенсие выслугăпа тухмалли стаж тулма 2 çул юлнăччӗ, çавăнпа Элмете куçма тиврӗ.
– Пушарнăя камсене илеççӗ?
– Чи малтан сывлăх енчен çирӗпписене (1-мӗш ушкăнрисене). Психологи тестне иртеекеннисене тата салтакра пулнисене. Эпӗ, тӗслӗхрен, Свердловск облаçӗнчи Нижний Тагилти ракета çарӗнче хӗсмет иртнӗ.
– Кашни професси çын çине хăйне евӗр витӗм парать, мӗншӗн тесен вăл ку ӗçе ыттисенчен лайăхрах пӗлет. Эсир акă ӗçре мар чухне чи малтан мӗн асăрхатăр? Калăпăр, тăрук тӗтӗм тухсан е хытă шавласан?
– Тӗтӗм тухсан ялан, уйрăмах кӗркунне халӗ унта-кунта çунтараççӗ, тӳрех пăхатăп, çӳп-çап кăна çунать-и е çурт-и? Тӗтӗмсем вӗсем тӗрлӗрен, çӳп-çапăн шупка, пӳрт çунать-тӗк – хура, явăнса тухать. Мӗн çуннине тӗтӗм тăрăх пăхсах уйăратăп пулсан та, çӳçентерет.
– Сменăран таврăнасса сире килте кам кӗтет?
– Хамăн çемье: арăм, 12-ри Юля хӗрӗмпе 8-ти ывăлăм Глеб.
– Глеб ӳссе çитсен хăвăр пекех пушарнăй пулас тесен мӗнле йышăнатăр?
– Ан кай теместӗп, кăмăлӗ пулсан – каймалла.
– «Республикăн чи лайăх пушарнăйӗ» ята тивӗçни мӗн парать?
– Ӗçтешсен хушшинче хисеп.
– Пушарнăй пулма ӗмӗтленекенсене мӗн сӗнетӗр?
– Вӗренмелле, халӗ вӗт хуть мӗнле ӗçре те йăлт пӗлмелле, нумай ыйтаççӗ. Сывлăха упрамалла, спортпа туслă пулмалла. Хуть мӗнле лару-тăрура та çухалса каймалла мар. Хăйсене алăра тытма пӗлменнисем, шикленекенсем валли мар ку ӗç.
Ирина КУЗЬМИНА.
В.Кожеманов харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
Вовке уже майора надо дать
0
0