Анне кун пек хăтланмасть
Çырчаллинче амăшӗ икӗ çулти ачине мӗн тӗллевпе хваттере питӗрсе хăварнă-ши? Пепки имшерленсех кайнă, калаçма та, утма та пултарайман...
Çырчаллинче суд сакки çине çак кунсенче нумай ача амăшӗ ларнă. Куççуль витӗр каçарма, ачисене хăйӗнпе хăварма ыйтнă вăл. «Челнинские вести» пӗлтернӗ тăрăх, ку аннен çылăхӗ вара чăнах та çук мар.
Нумай пулмасть кӳршисем çак çемьен хваттерӗнче пӗр вӗçӗмсӗр ача йӗнипе полицие чӗнтернӗ. Полици сотрудникӗсем хваттере кӗреймен, мӗншӗн тесен вӗсене уçакан пулман, шалтан ача сасси вара чăнах та илтӗннӗ. Йӗрке хуралçисен алăка çӗмӗрсе кӗмелли кăна юлнă. Хваттерти хăрушă курăнăва сăмахпа каласа кăтартма та май çук. Амăшӗ икӗ çулти ачине мӗн тӗллевпе хăйне кăна питӗрсе хăварнă-ши? Ача хăйне çав тери япăх туйнă, имшерленсех кайнă, калаçма та, утма та пултарайман. Юрать-ха, кӳршисем тимлӗхе çухатман, унсăрăн трагеди пуласси те инçе марччӗ-тӗр. Полици сотрудникӗсем пепкене çийӗнчех ача çуртне илсе кайнă. Медицина ӗçченӗсем кирлӗ пулăшу парса ӗлкӗрнӗ.
Нумай ачаллă анне хăй йăнăшне йышăннипе-ши суд хальхинче ун енӗпе çирӗп мерăсемех йышăнман, 5 пин тенкӗ штраф кăна тӳлеттерме приговор йышăннă. Паллах, малашне çул çитменнисемпе ӗçлекен инспекторсен тимлӗхӗнче пулӗ-ха вăл. Анчах ачине чутах вӗлермен хыççăн та лăпкăнах çывăрӗ-ши хăй?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев