Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çырчалли (Набережные Челны)

«КАМАЗ-мастер» «Дакара» хутшăнма хатӗр

(Вера Александрова. М.Фролов сăнӳкерчӗкӗ). «Дакар» ралли Перун тӗп хулинче Лимăра январӗн 6-мӗшӗнче кăна пуçланать-ха, пирӗн «КАМАЗсем» вара ӗнерех çула тухрӗç. Ӗнер, ноябрӗн 12-мӗшӗнче, «Тарловка» полигонра тест-драйв ирттернӗ хыççăн «КАМАЗ-мастер» командăн грузовикӗсене чаплăн ăсатрӗç. Мероприятирен тӳрех вӗсем Францири Гавр портне çул тытрӗç. Унта машинăсене пирвайхи тӗрӗслев урлă иртсен ноябрӗн 24-мӗшӗнче Европа...

(Вера Александрова. М.Фролов сăнӳкерчӗкӗ). «Дакар» ралли Перун тӗп хулинче Лимăра январӗн 6-мӗшӗнче кăна пуçланать-ха, пирӗн «КАМАЗсем» вара ӗнерех çула тухрӗç. Ӗнер, ноябрӗн 12-мӗшӗнче, «Тарловка» полигонра тест-драйв ирттернӗ хыççăн «КАМАЗ-мастер» командăн грузовикӗсене чаплăн ăсатрӗç. Мероприятирен тӳрех вӗсем Францири Гавр портне çул тытрӗç. Унта машинăсене пирвайхи тӗрӗслев урлă иртсен ноябрӗн 24-мӗшӗнче Европа çӗршывӗсенчен хутшăнакан ытти машинăсемпе пӗрле паром çине тиеççӗ те Атлантика урлă каçараççӗ. Сăмах май, машинăсем Кăнтăр Америкăна паромпа пӗр уйăха яхăн ишеççӗ.

2018 çул «Дакаршăн» та, «КАМАЗ-мастер» командăшăн та пӗлтерӗшлӗ. «Дакар» хăйӗн 40-мӗш юбилейне паллă тăвать, Тутарстан команди йӗркеленнӗренпе вара 30 çул çитет.

«КАМАЗ-мастера» ăсатма ТР Президенчӗ Р.Н.Минниханов та килнӗччӗ. Вăл командăна ăнăçу сунчӗ, хамăр автомобильсене çулран çул çӗнетсе, хăватлăран та хăватлăрах тунăшăн тав турӗ, çӗнтерӳпе таврăнма сунчӗ.

Сăмах май, «Дакарăн» юбилейлă чупăвне «КАМАЗ-мастер» йышӗнче чăваш каччи Дмитрий Никитин хутшăнать. Ентешӗмӗре эпир те черетлӗ çитӗнӳпе таврăнма сунатпăр.



Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев