«КАМАЗ-мастер» «Казахстанра»
Майăн 28-мӗшӗнче Актаура старт илнӗ чупу Ралли-рейдсем енӗпе тӗнче Кубокӗн пиллӗкмӗш тапхăрӗ шутланать. Йӗркелӳçӗсем интереслӗ маршрут хатӗрленине кура, пирӗн командăн ертӳçисем унта хутшăнмаллах тесе йышăну тунă.
Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» командăн икӗ экипажӗ çак кунсенче «Казахстан» раллие хутшăнать. Майăн 28-мӗшӗнче Актаура старт илнӗ. Ку чупу Ралли-рейдсем енӗпе тӗнче Кубокӗн пиллӗкмӗш тапхăрӗ шутланать. Йӗркелӳçӗсем интереслӗ маршрут хатӗрленине кура, пирӗн командăн ертӳçисем унта хутшăнмаллах тесе йышăну тунă, мӗншӗн тесен çакă июльте иртекен халăхсен хушшинчи «Пурçăн çул – 2018» ралли-марафон умӗн лайăх тренировка пулӗ спортсменсемшӗн, техникăн хатӗрлӗхне те хак пама пулăшӗ.
«Казахстан» ралли ултă тапхăртан тăрать, участоксен пӗтӗмӗшле тăршшӗ 1900 километр. Хальхинче «КАМАЗ-мастер» чысне черетлӗ чупура Андрей Каргиновпа (штурманӗ Дмитрий Никитин, механикӗ Руслан Ахмадеев) Сергей Куприянов (штурманӗ Александр Куприянов, механикӗ Дмитрий Свистунов) экипажӗсем хӳтӗлеççӗ. Ăмăрту пӗтӗмлетӗвӗсем июнӗн 2-мӗшӗнче 6-мӗш тапхăр вӗçленсен паллă пулӗç.
Сăнӳкерчӗк командăн «ВКонтактери» ушкăнӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев