Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çырчалли (Набережные Челны)

«КАМАЗ-мастерти» Дмитрий Никитин – чăваш!

(Вера Александрова). Июлӗн 7-мӗшӗнче Мускавра тапраннă Халăхсен хушшинчи «Пурçăн çул-2017» ралли-рейд иртнӗ шăматкун Китайри Сиань хулинче вӗçленчӗ. Раççей - Казахстан - Китай маршрутпа йӗркеленӗскерӗн пӗтӗмӗшле тăршшӗ 9599 километрпа танлашрӗ. Икӗ эрне хушши: Раççейре - чарăнма пӗлмен çумăр айӗнче, Казахстанра - вӗçсӗр-хӗрсӗр çеçенхирсем тăрăх, Китайра - вӗреме кӗнӗ чухнехи пек пӗçерсе...


(Вера Александрова). Июлӗн 7-мӗшӗнче Мускавра тапраннă Халăхсен хушшинчи «Пурçăн çул-2017» ралли-рейд иртнӗ шăматкун Китайри Сиань хулинче вӗçленчӗ. Раççей - Казахстан - Китай маршрутпа йӗркеленӗскерӗн пӗтӗмӗшле тăршшӗ 9599 километрпа танлашрӗ. Икӗ эрне хушши: Раççейре - чарăнма пӗлмен çумăр айӗнче, Казахстанра - вӗçсӗр-хӗрсӗр çеçенхирсем тăрăх, Китайра - вӗреме кӗнӗ чухнехи пек пӗçерсе тăракан пушхирсемпе чăнкă сăрт-тусем урлă хӗрсе ăмăртрӗç унта хутшăнакансем. Финиша пурте çитеймерӗç - камăн-тăр техники ванчӗ, кам-тăр хăй аманчӗ. Çапах та чи вăйлисем ăçта та пур. «Пурçăн çул-2017» ралли çӗнтерӳçисен йышӗнче Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин та пуррине савăнса пӗлтеретпӗр. Эпир Дмитрийпе Китайран таврăнсанах тӗл пултăмăр, вăл «Сувар» хаçата эксклюзивлă интервью пачӗ.

Внедорожниксен зачетӗнче иккӗмӗш хут Сириль Депрепе Давид Кастера Peugeot автомобильпе мала тухрӗç пулсан, грузовиксен класӗнче вара «КАМАЗ-мастерăн» команди пӗтӗм пьедестала йышăнчӗ: Дмитрий Сотников экипажӗ (штурманӗ Руслан Ахмадеев, механикӗ Ильнур Мустафин) - пӗрремӗш, Антон Шибалов (штурманӗ Андрей Мокеев, механикӗ Дмитрий Никитин) - иккӗмӗш, Айрат Мардеев (штурманӗ Айдар Беляев, механикӗ Дмитрий Свистунов) - виççӗмӗш.

Çырчалли команди тепӗр хут çӗршыв, республика ятне çӳле çӗклеме пултарчӗ. Çав кунах çӗнтерӳçӗсем саламсем йышăнма пуçларӗç. «Эпир хамăрăн мустангсене яланах шанатпăр, çавăнпа та сирӗн кашни çӗнтерӗвӗр - сирӗнпе, хамăр республикăпа, çӗршывпа мухтанмалли сăлтав, Раççей автоспорчӗн авторитетне тӗнче шайӗнче çирӗплетмелли шанăç, çавăн пекех «КАМАЗа» тата çӗршыв автопромышленноçне аталантарассинчи пӗлтерӗшлӗ утăм. Команда килӗштерсе, чуна парса ӗçлени, профессионализм çӳллӗ шайра пулни, кашни гонщик ума лартнă тӗллеве пурнăçлама ăнтăлни - сирӗнпе мăнаçлантарать тата ытларах ӗçлеме хавхалантарать», - тенӗ ТР Президенчӗ Р.Минниханов «КАМАЗ» ПАО генеральнăй директорӗн С.Когогин тата «КАМАЗ-мастер» командăн ертӳçин В.Чагин ячӗпе янă саламлă телеграммăра. Раççей Президенчӗ В.Путин та пирӗн ентешсен çӗнтерӗвне пысăка хурса хаклать: «Халăхсен хушшинчи «Пурçăн çул-2017» раллие ăнăçлă хутшăннă ятпа сире чӗререн саламлатăп. Эсир каллех чемпион характерне кăтартма пултартăр, хисеп пьедесталӗ çинчи пӗтӗм вырăна тивӗçлипе йышăнтăр. Хăвăрăн çитӗнӗвӗрпе çӗФршывра туса кăларакан «КамАЗ» маркăллă автомобильсен тӗлӗнмелле паха майӗсене çирӗплетсе патăр. Çакăн пек проектсем халăхсен хушшинчи туслăха çирӗплетме, пӗр-пӗрне лайăхрах ăнланма пулăшасса шансах тăратăп», - тесе саламланă вăл спортсменсене.

Тунтикун çӗрле çӗнтерӳçӗсене «Бегишево» аэропортра çывăх çыннисем, командăн пайташӗсем, фаначӗсем тата хула, предприяти пуçлăхӗсем кӗтсе илчӗç. Аэропорта мӗн чухлӗ çын кӗтсе илме пынине шута илсен «КАМАЗ-мастер» чăннипех вăйлă, туслă, çирӗп команда пулнине ăнланса илетӗн. Команда членӗсем хăйсем çеç мар, вӗсен çемйисем те - мăшăрӗсем, ачисем, ашшӗ-амăшӗсем, çывăх тăванӗсем - çак ӗçе чун-чӗререн юратни, спортсменсемшӗн чăн тӗрев пулни курăнать. Уйрăмах пӗчӗк ачасем ашшӗсене кӗтсе илме йышлăн килни тӗлӗнтерчӗ - самолет 22.30 минутра вӗçсе çитрӗ, шăпăрлансен вара ашшӗсене курмасăр çывăрас шухăш та çукчӗ…

«КАМАЗ-мастер» командинче чăваш каччи пурри пире уйрăмах мăнаçлантарать. Дмитрий Никитин акă ӗнтӗ миçемӗш хут команда йышӗнче тӗнче шайӗнчи ăмăртусене хутшăнса çӗнтерӳпе таврăнать. Дмитрий Çырчаллинче чăваш çемйинче çуралса ӳснӗ, 32 çулта. Ашшӗ, Николай Владимирович, Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнчен, нумай çул «КАМАЗăн» пресс-рама заводӗнчи физкультурăпа спорт комитечӗн председателӗнче тăрăшать. Амăшӗ, Ирина Сайдуловна, Аксу районӗнчи Кӗçӗн Акташ, Савгачево тăрăхӗнчен, опытлă педагог, Çырчаллинчи 78-мӗш лицейре ачасене математика вӗрентет. Дмитрий Çырчаллинчи 19-мӗш номерлӗ шкула пӗтернӗ хыççăн Кама политехника институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Алла диплом илсен салтака кайнă, разведкăра хӗсметре тăнă. Таврăнсан ӗçе вырнаçнă, авланса çемье çавăрнă. Мăшăрӗпе Надеждăпа икӗ ывăл ӳстереççӗ.

- Черетлӗ çӗнтерӳпе саламлатпăр сире! Сана самолетран кӗтсе илме пӗтӗм çемйӳ килнӗ - аçупа аннӳ, шăллу, мăшăрупа ывăлусем. Кашнинчех çапла кӗтсе илеççӗ-и?

- Тавах, саламсем йышăнма яланах хавас. Çапла, кашнинчех пӗтӗм йышпа кӗтсе илеççӗ. Çывăх çынсемшӗн эс çӗнтерӳпе таврăнатăн-и, çук-и - пурпӗрех, сывă, аманмасăр таврăнни пӗлтерӗшлӗрех. Шел те, çакнашкал ăмăртусенче час-часах аманасси, сывлăха самай сиен кӳресси те пулать. Йӗркеллӗ таврăнни - пысăк телей. Эрни-эрнипе аякра çӳренӗ хыççăн киле таврăнма яланах кăмăллă.

- Пысăк ăмăртусене эс хутшăннине юлашки вăхăтра яланах куратпăр. Каласа пар-ха, «КАМАЗ-мастер» командăна мӗнле лекрӗн? Пурте лекеймеççӗ пуль унта…

- Командăна килме мана юлташ сӗнчӗ. Вăл кунта бюро начальникӗнче тăрăшать. Унччен вăл манăн атте ӗçлекен пресс-рама заводӗнче вăй хуратчӗ. Эпир унпа пӗрле яланах завод тата хула ирттерекен ăмăртусене хутшăнаттăмăрччӗ: вăл - футбол енӗпе, эпӗ - çăмăл атлетикăпа тата йӗлтӗрпе чупассипе. 2015 çулхи январьте юлташ мана хама автоспортра тӗрӗслесе пăхма сӗнчӗ. Эп пӗр шухăшламасăрах килӗшрӗм. Ара, ку манăн ӗмӗт-çке, çакăн пек чаплă командăра ӗçлеме пултарăп тесе шухăшламан та… Çапла майпа эп «КАМАЗ-мастер» командăна лекрӗм.

- Çывăх çынсем мӗнле йышăнчӗç ку хыпара? Епле пулсан та, ӗçӗ пӗр вырăнта лармалли мар, аманас хăрушлăх та пур…

- Ман йышăнăва пурте ырларӗç кăна, никам та хирӗçлемерӗ. Тен, эп командăра вăрах тытăнса тăрасса никам та шанманнипе-ши…

- «КАМАЗсем» çулсăр-мӗнсӗр, хăйăрлă, сăртлă-туллă çӗрте «вӗçсе» пынине айккинчен курсан та çӳç-пуç вирелле тăрать. Машинăра шалта ларса пыракансене хăйсене мӗнле-ши? Автомобилӗн хăватлăхне шăпах тикӗс мар çулсем çинче тӗрӗслемелле-çке ăмăртусенче…

- Спорт «КАМАЗӗ» çинче авточупу вăхăтӗнче ларса пыма, чăн та, çăмăл мар. Шалти органсем çине, пӗтӗм мышцăсем çине нагрузка пысăк. Пӗтӗм орган чӗтренет, вăйлă силлет… Çапах та пӗрремӗш хут кабинăра ларса çак йывăрлăхсене чăтса палăртнă дистанцие тухнă хыççăн кунта ӗçлеме пăрахас шухăш пуçа та кӗмерӗ. Спорт «КАМАЗӗ» çинче ларса пынă чухнехи туйăмсене нимпе те танлаштарма çук. Уйрăмах призлă вырăнсем илсен тата…

- Апла пулсан ку ӗçре чи вăйлисем кăна ӗçлееççӗ пуль, хăйсен ӗçне чунтан парăннисем?

- Çапла, кунта чи лайăххисем кăна ӗçлеççӗ. Коллективра хăйсен ӗçӗн чăн-чăн профессионалӗсем, çак спорт тӗсӗн чăн фаначӗсем тăрăшаççӗ. Ахальтен мар паянхи куна пирӗн команда автоспортра грузовиксен класӗнче чи вăйли шутланать.

- Ăмăртусене хăçан хутшăнма пуçларăн команда йышӗнче?

- Пуçласа мана тӗрӗслеме 2015 çулхи сентябрьте кабинăна лартрӗç, Антон Шибалов ушкăнӗнче Казахстана кайса икӗ кун хушши тренировка сессийӗ урлă иртрӗм. Официаллă ăмăртусене хутшăнма пуçласси 2016 çулхи апрельте Астраханьте иртнӗ «Каган ылтăнӗ» Раççей чемпионатӗнчен пуçланчӗ. Эп унта А.Шибалов экипажӗнче механик пулса хутшăнтăм. Эпир 3-мӗш вырăн йышăнтăмăр. Ку ăмăртуран тӳрех Казахстан хăйăрӗсем çине тренировка иртме кайрăмăр. Унтан шăпах мăшăрăн çуралнă кунӗнче таврăнтăм. Пӗтӗм çемье, тăвансем сӗтел тавра пуçтарăннăччӗ. Эп пуçласа çӳллӗ шайри ăмăртăва хутшăннине те паллă турăмăр вара…

- Апла-тăк, час-час çемьерен аякра çӳреме тивет санăн…

- Çапла, халь командировкăсене час-час кайма тивет. Хăш чух икӗ эрне, хăш чух пӗр уйăх та килте пулмастăп. Паллах, тăван килтен, çемьерен, уйрăмах ачасенчен, аякра пулма çăмăл мар. Ывăлăмсем, Костьăпа Коля, пӗчӗк-ха. Çавăнпа та хам вӗсен пурнăçӗнчи пӗчӗк çитӗнӗвӗсене, çӗнӗлӗхсене кунсерен курайманшăн пăшăрханатăп. Тем тесен те, ачасемпе ытларах вăхăт ирттерес килет.

- Пӗлтӗр Çӗнӗ çула та çемьерен аякра кӗтсе илме тивнӗччӗ сана. «Африка Эко Рейс-2017» ралли-марафон шăпах Çӗнӗ çул умӗн пуçланнăччӗ…

- Унта эпир пӗлтӗрхи декабрӗн 20-мӗшӗнче килтен тухса кайрăмăр та кăçалхи январӗн 17-мӗшӗнче каялла таврăнтăмăр. Ăмăрту декабрӗн 31-мӗшӗнче Монакора пуçланчӗ. Унтан Африкăна çитме паром çине лартăмăр. Шăп çав паром çинче Çӗнӗ çул кӗтсе илтӗмӗр те. Январӗн 2-мӗшӗнче Мароккона çитрӗмӗр. Çак çӗршывăн чуллă тӳремсăртлăхӗ тăрăх машинăна хăваланă вăхăтра çивӗч чулсем урапасене шăтарнипе вӗсене ылмаштарса самай вăхăт иртрӗ, унтан Мавританин ултавлă хăйăрӗсем, хăйăр кӗрчӗсем урлă иртме тиврӗ. Пирӗн командăн шурсухалӗсем каланă пек, эпир хăйăр çинче хăваламастпăр, хăйăр васканине юратмасть, чи пысăк задача кунта - вӗсен урлă иртесси. Ăмăрту Сенегалăн тӗп хулинче Дакарта вӗçленчӗ. Унта пирӗн экипаж - Андрей Каргинов пилот, Андрей Мокеев штурман тата эпӗ механик - пӗрремӗш вырăн йышăнтăмăр.

- Ун хыççăн Раççейӗн ралли-рейдсен икӗ чемпионатне штурман шутӗнче хутшăннăччӗ эсӗ…

- Çапла. Апрель вӗçӗнче Баха «Крым-2017» ăмăртăва хутшăнса 3-мӗш, июньте «Дон Аслă Çеçенхир-2017» раллире 2-мӗш вырăн йышăнтăмăр. Халь ак «Пурçăн çул-2017» трассине те ăнăçлă тухрăмăр. Финиша çитме кăна мар, 2-мӗш вырăн йышăнма пултартăмăр. Хамăр результатпа эпир питӗ кăмăллă.

- Дмитрий, сана тата «КАМАЗ-мастерăн» пӗтӗм командине малашне те автоспортра пысăк çитӗнӳсем тума, çӗршывпа республика ятне тӗнче шайӗнче нумай-нумай хут çӗклеме ăнăçу сунатпăр. Сирӗншӗн темле чăрмавлă çулсем те такăр пулччăр!

- Тавтапуç! Çапла пултăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев