Вӗршӗнсене пулăшу кирлӗ
Çырчалли çывăхӗнчи Калмаш ялӗнче экскаваторсемпе айлăмсене якатма пуçланă, унта вара вӗршӗнсем йăва çавăрнă пулнă, тин пусса кăларнă чӗпписене ӳстернӗ. Шел пулин те, экскаваторщиксем вӗçен кайăксене пăхса тăмасăрах хăйсен ӗçне пуçăннă, нумайăшне таптаса вӗлернӗ, хăшӗсене тăпра айне тунă. Çапах тӗнче ырă çынсемсӗр мар, волонтерсем 20 вӗршӗн чӗппине тăпра ăшӗнчен чавса кăларса...
Çырчалли çывăхӗнчи Калмаш ялӗнче экскаваторсемпе айлăмсене якатма пуçланă, унта вара вӗршӗнсем йăва çавăрнă пулнă, тин пусса кăларнă чӗпписене ӳстернӗ. Шел пулин те, экскаваторщиксем вӗçен кайăксене пăхса тăмасăрах хăйсен ӗçне пуçăннă, нумайăшне таптаса вӗлернӗ, хăшӗсене тăпра айне тунă.
Çапах тӗнче ырă çынсемсӗр мар, волонтерсем 20 вӗршӗн чӗппине тăпра ăшӗнчен чавса кăларса урăх йăвасене вырнаçтарнă.
Чӗрчун хӳтӗлевçисем хăйсене пулăшакансем кирлине пӗлтереççӗ. Тăлăх, вӗçме вӗренеймен чӗпсене усрава илме кăмăл пуррисем çак телефонпа шăнкăравламалла: 8 987 278 24 27.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев