225-ри юбиляр хăна пуçтарать
Уяв июнӗн 30-мӗшӗнче ял варринче, çӗнӗ клуб умӗнче пулать. Ирхине 11 сехетре пуçланать.
Нурлат районӗнчи Ерепьел ялӗн кăçал пысăк юбилей, вăл йӗркеленнӗренпе – 225, шкул уçăлнăранпа 105 çул çитет. Хальхи вăхăтра та пӗтекен ял йышӗнче мар-ха вăл, паянхи куна кунта пурӗ 108 кил. Пӗлтӗр ТР Президенчӗн программипе çӗнӗ клуб та туса лартнă.
Ерепьел – 225, шкул 105 çул тултарнине халалласа июнӗн 30-мӗшӗнче кунта ял кунӗ иртет. Уяв ял варринче, çӗнӗ клуб умӗнче пулать. Йӗркелӳ комитечӗн ертӳçи Анатолий Михайлович Савгачев пӗлтернӗ тăрăх, ял кунне районти ЧНКЦпа тата Нурлатри Туслăх Çурчӗпе пӗрле ирттереççӗ. Нурлатран, Хусантан тата кӳршӗллӗ районсенчен сумлă хăнасем килессе кӗтеççӗ. Вырăнти «Пилеш» тата «Шăпчăк» ансамбльсем Нурлатри чăваш юрăçисемпе пӗрле пысăк концерт программи хатӗрлеççӗ. Тата нумай-нумай интересли кӗтет хăнасене. Сăмах май, ерепьелсем кун пек ял кунне пилӗк çул каялла ирттернӗ пулнă. Кăçалхи уяв 11 сехетре пуçланать. Пурне те килсе курма чӗнетпӗр! (З.Аксанова сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев